Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Хăнасен куÇĔпе пăхсан

Иртнĕ эрнере, июлĕн 3-4-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Ĕçлĕх тата социаллă аталану министерствин анлă коллегийĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансен пысăк пайĕ Шупашкар районĕнчи Шăмăш тата Хыркасси ялĕсенчи ветерансен çурчĕсемпе паллашнă. Кун çинчен эпир çырнăччĕ. Халăха социаллă хỹтлĕх кỹрес енĕпе çĕнĕ меслетсем шырассине халалланă çак мероприятие РФ Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Г.Н.Карелова хăй те килнĕ. "Халăха социаллă хỹтлĕх кỹрес енĕпе республика ертỹçисем питĕ нумай тăваççĕ. Ытти регионсенче ваттисене валли çуртсем пĕрре-иккĕ кăна уçнă пулсан, Чăваш Енре вара вĕсем çитмĕлтен ытла",- тенĕ Галина Николаевна. Редакци паян Шупашкар районне килнĕ хăнасемпе пĕрле çỹренĕ Надежда СТЕПАНОВăН, район администрацийĕн обществăпа çыхăну тытакан тĕп специалисчĕн, хăнасен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнине пичетлет. Антонина Васильевна Цибизова. Мускав, Мускав хулин социаллă департаменчĕн интернат çурчĕсемпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ. - Çак ăшă кил-çуртра ватăсем чăннипех чун ăшши тупнă. Кил вучахĕ малашне те çапла ыркăмăллăхпа тата тараватлăхпа ялкăштăр. Кунти ĕçсене питĕ аван йĕркеленĕ. Сирĕнтен ырă тĕслĕх илмелли, вĕренмелли темĕн чухлех. Хамăр ĕçе çитсен те - ыррине çеç аса илĕпĕр, кунта курни-илтни асра юлĕ. Сирĕн пуян опытпа хамăр пата килекен хăнасене те паллаштарăпăр. Пĕчĕк ветерансен çурчĕсен малашлăхĕ пулмаллах. Сирĕн ĕçĕрпе эпир мухтанатпăр, малашне те çирĕппĕн утма, умри йывăрлăхсене çĕнтерме ырлăх-сывлăх сунатпăр. Сергей Геннадьевич Белов. Воронеж хули, ĕçпе социаллă аталанăвăн тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ. - Ватăсене уйрăммăн тимленине, вĕсен пурнăçне лайăхлатнине эпир темиçе те куртăмăр, ку çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Мана ытларах ваттисен çурчĕсем хушма хуçалăх тытни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Пĕтĕмпе 5 социаллă ĕçчен кăна кунти ĕçсене йĕркелесе пыраççĕ, мĕнле ĕлкĕреççĕ кăна, тĕлĕнмелле. Ĕçĕ çав тери нумай-çке ахаль те. Хисепĕ, тĕпрен илсен ĕç укçи ĕçне кура мар ĕнтĕ. Кунта сирĕн вĕсем 5-мĕш разрядпа кăна ĕçлеççĕ - пирĕн 11-мĕш разрядпа. Социаллă ĕçченсен ĕç укçине, разрядне район шайĕпе яваплă ĕçченсен пăхса тухмаллах. Ытти енчен те тĕлĕнмеллисем, савăнмаллисем сахал мар. Юсав ирттернĕ - питĕ кăмăллă, евростильпе. Уйрăмах ку юбилей умĕн кăмăллă. Ырă кăмăл-туйăмсемпех ĕçе таврăнатпăр. Чăваш мунчи мĕне тăрать тата... Ватăсене таса та тирпейлĕ пурăнма пулăшни, сывлăхне упрани лайăх. Пирĕн пата та çитсе курăр, пирĕн енче те ырă кăмăллă, тараватлă çынсем, илемлĕ вырăнсем нумай. Юрий Зиновьевич Люблин. РФ Ĕçлĕх тата социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ. Чăваш Енре ватăсемпе ĕçлес енĕпе пуян та паха опыт пуррине куçпа курса, алпа тытса ĕнентĕмĕр. Сирĕн çитĕнỹсемшĕн эпир те савăнатпăр, мухтанмалăх ĕçсем чылай. Ĕлĕк пысăкрах 400-500 яхăн çын пурăнмалăх çуртсем çĕклесси модăраччĕ, халĕ çакă кивелсе пырать. Çакна эпир Шăмăшри ветерансен çуртĕнче пулса тепĕр хут ăнлантăмăр. 30-50 çын пурăнмалăх çуртсем аванрах, вĕсене тытса тăма çăмăл. Акă кунта 11 çын пурăнать. Килти пекех вĕт, услови пур. Çакă тĕрĕс те ĕнтĕ. Çавăнпа та пĕчĕк ветерансен çурчĕсен малашлăхĕ çутă тесе çирĕплетсех калас килет. Килти пек туслă çемьере пурăнччăр вĕсем, канлĕ ватлăх пултăр вĕсене. Сирĕн паха та пуян опыта ырлатпăр кăна. Валентина Ивановна Терехова. Курск облаçĕнчи социаллă пулăшу кỹрекен комитетăн пуçлăхĕн çумĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне, яваплă ĕçченсене, кунти социаллă ĕçченсене пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, пуян опытпа паллаштарма кăмăл тунăшăн, вăхăт тупнăшăн тав тăвас килет. Ваттисен çуртĕнче чăннипех аван ватăсене пурăнма. Ватлăх куçран пăхнăшăн пĕртте кулянмăн. Кунта вĕт тĕрлĕ шăпана пула пурăнма килеççĕ, килте аван пулсан, ачăрсем пăхсан - кам-ха уттăр ветерансен çуртне. Мĕншĕн лайăх кунта, мĕншĕн тесен пĕчĕк йышра килти пекех туятăн. Пирĕн тăрăхра та ваттисен валли ятарлă 12 çурт пур, пурăнма килес текенсен йышĕ пысăк мар, черет çук. Эпир те сирĕн опыта тĕпе хурăпăр. Пирĕн тăрăхра та пĕчĕк ветерансен çурчĕсене çĕклеме пуçларĕç, çак енĕпе ĕçлĕпĕр те.


12 июля 2003
00:00
Поделиться