Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Новость без заголовка

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн черетлĕ ларăвĕнче хутса ăшăтмалли çĕнĕ тапхăра епле хатĕрленни пирки чарăнса тăчĕç. Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертỹçи В.М.Сидоров пĕлтернĕ тăрăх, тĕп ĕçсене сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Хутса ăшăтмалли вăхăта - октябрĕн 20-мĕшĕ валли - ятарлă комисси тĕрĕслеве тухса паспорт парассине вĕçлемелле. Çак ыйтупах вĕрентỹ тата культура управленийĕсен пуçлăхĕсем Г.В.Николаевпа М.Я.Павлова тухса калаçрĕç. Герман Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, вĕренỹ учрежденийĕсенче капиталлă юсав ирттерме 7,6 млн. тенкĕ уйăрнă пулсан 3 млн. тенкипе усă курнă ĕнтĕ. Халĕ котельнăйсене хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. 34 вĕренỹ учрежденийĕнчен 24-шĕн хăйĕн котельнăй пур, вĕсенчен 6-шĕ çĕр кăмрăкĕпе усă курать. Паянхи куна шкулсенче хытă йышши топливо саппасĕ 60 процент таран хатĕрленĕ. Культура çурчĕсене хальлĕхе 70 процент чухлĕ çĕр кăмрăкĕ, 25 процент чухлĕ вутăпа тивĕçтернĕ. Поселок тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси вырăнсенче мĕнле пынине район администрацине пĕлтерсех тăрĕç.


12 июля 2003
00:00
Поделиться
;