Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ТĔЛЛЕВĔ ПĔРРЕ - ВĂХĂТРА ĂШĂ ПАРАССИ

Иртнĕ эрнере район администрацийĕнчи капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Сидоров ертсе пынипе Ишлей ял администрацийĕ территорийĕнче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе ĕçлĕ канашлу иртрĕ. Унта "Вира Плюс" ООО генеральнăй директорĕ В.Кудрявцев, пĕрлехи заказчик дирекцийĕн тĕп инженерĕ Ю.Иванов, "Жилкомхоз" предприятин тĕп энергетикĕ С.Егоров тата ыттисем хутшăнчĕç. "Вира Плюс" подрядчик хĕле епле хатĕрленнине сỹтсе явассине ĕçлĕ комисси тĕпе хучĕ. "Вира Плюс" организаци пăхса тăракан çуртсен тăрăмне, мĕнле ĕçсем туса ирттернине тишкерчĕç. Çавăн пекех пĕчĕк тата капиталлă юсав ирттернĕ çуртсене пырса курчĕç, хваттер хуçисемпе тĕл пулса калаçрĕç. Çитсе курнă пĕрремĕш обьект Советски урамĕнчи 60-мĕш çурт пулчĕ. Подьездсем умне саксем вырнаçтарнă, пухнă укçапа тимĕр алăк çирĕплетнĕ, хваттерсенче шыв килекен пăрăхсене улăштарнă. Подрядчик халăхпа, ял администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлени сисĕнет. Çуртра пурăнакансен те хваттершĕн тỹлессипе парăм çук. Хваттер хуçисем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене пăхса тăракан "Вира Плюс" организаци халăх нушине ăнланса ĕçлет, вĕсен ыйтăвне яланах тивĕçтерме тăрăшать. Эпир çитсе курнă тепĕр обьект - Советски урамĕнчи 84 çурт. Кунта çуртăн çивиттине юсатчĕç, ăшă системине те тасатма тытăннă. Тепĕр çуртра Советски урамĕн 5 а хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленни куçкĕретех сисĕнет. Нумаях пулмасть çурт территорине карта тытса çавăрнă, çумăр шывĕ кỹлленсе тăрасран траншея чаватчĕç. Асăннă çурт - общежити çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăнать. Ун котельнăйĕ "Жилкомхоз" МП балансĕ çинче пулнă пирки "Вира Плюс" ООО унпа тачă çыхăнса ĕçлеме палăртать, мĕншĕн тесен тĕллевĕсем пĕрре - халăха вăхăтра ăшă парасси. Коридорта электропралуксене йĕркене кĕртессипе те тăрăшатчĕç.


12 июля 2003
00:00
Поделиться
;