Террористсен пуÇтахлăхĔ
Иртнĕ эрне вĕçĕнче хĕн-хур айĕнчи çĕршывăмăрта тата тепĕр чуна çỹçентерекен пăтăрмах пулса иртрĕ. Тушино аэродромĕнче (Мускав) террорла акт унта иртекен фестивале килнĕ пĕр айăпсăр 12 çыннăн (террористсене шутламасăр) пурнăçне сарăмсăр, пуçтахла татса кайрĕ. Çĕр йăтайми хурлăх, çĕр йăтайми инкек вĕсен тăванĕсемшĕн. Пурнăçран уйрăлакансем чылай йышлăрах пулма пултарасси çинчен каламастпăр та ĕнтĕ. Юрать, хальхинче пин-пин çынлă концерта пỹ çине çакса янă взрывчаткă-гранатăсемпе çăмăллăнах лекеймен. Аэродром пулнипех-тĕр. Анчах çак усал сывлăш - терроризм - хăйĕн хура ĕçне турĕ-турех. Çынсене вĕлернипе пĕрлех халăха психологи тĕлĕшĕнчен суранлатас енĕпе тепĕр утăм ярса пусрĕ. 1999 çулта Мускавра, Волгодонскра çуртсене сирпĕтрĕç, 100 ытла çын вилчĕ. Сас-хура тухрĕ: пысăк политикăпа çыхăннă. Унччен малтан Будденновск, Кизляр хулисенче çынсене тытса илни пулчĕ, каллех вилекенсем-аманакансем, хур куракансем чылайăн пулчĕç. Вăрçăпа çыхăннă, унсăр пуçне Ельцин вăхăтĕнчи милици коррупцие путнă, пĕр михĕ сахăршăнах террористсене тĕрĕслемесĕр ирттерсе янă терĕмĕр. Анчах халь, кавказри террорла актсем, пĕлтĕрхи Дубровка урамĕнчи (Мускав) театра ярса илни тата çак, юлашки пỹтсĕрлĕх хыççăн мĕн каланă пулăттăмăр? Нимех те калама çук, чуна ку тĕлĕшпе нимпе те ỹкĕте кĕртсе лăплантараймастăн. Мĕншĕн тесен ку террорла актсем - киревсĕр, тỹнтер, каçарма çук япаласем. Çапла, кунта террорисчĕсем хăйсем те вилеççĕ. Анчах мĕншĕн. Идеи, тĕллевĕ - мĕнре?.. Çук, вăл. Апла, мĕн пурĕ те кунта çынна çын хисеплеменни, курайманлăхĕ тата çавнашкал ытти. Анчах та вĕсене никĕсе хывса общество тума пулать-и-ха? Çук. Апла вĕсем, тỹрремĕн каласан, пырши-пакартисемпех обществăна хирĕçле элементсем, общество чирĕ пек пулаççĕ. Вĕсемпе кĕрешнĕ чух çакна тĕпе хурса кĕрешмелле те. "Идея тата тĕллев" патне тавăрса тепри çакăн пек калĕ: "Вĕсем хăйсен тăван килĕшĕн, çĕршывĕшĕн, патшалăхĕшĕн кĕрешеççĕ. Çакă вĕсен идеи, çакă вĕсен - тĕллев". Кун пек сăмахсене эпир Чечняра 1994 çулта вăрçă сиксе тухсан, Раççей çар полкĕсемпе дивизийĕсем мăшкăл курсан, чăннипех ăша хывма хатĕрччĕ: "мĕн тейĕн, хăйсен ирĕклĕхĕшĕн кĕрешеççĕ, çавăнпа çĕнтереççĕ, маттур". Шăпах çакнашкал шухăшсене тĕпе хурса 1996 çулти çулла Масхадовпа РФ Хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕ Лебедь Хасовюртра Чечня республикине ỹлĕмрен ирĕклĕх парасси пирки килĕшĕве алă пусрĕç. Анчах Чечня республики чăннипех патшалăх пулса тăрса çутта тухас тесе тăрăшрĕ-и? Çук. Хăйсем патне пулăшу аллине тăсса килекенсене те пуçĕсене касса çул айккипе вырнаçтарса тухрĕç... киревсĕр ытти ĕçе пуçăнчĕç. Кĕскен, ĕç-пуç çакнашкал вĕçленчĕ. Урăхла каласан, "ирĕклĕх", "хăйсен çĕршывĕ, патшалăхĕ" идейăсене пурнăçа кĕртме вĕсене тулли майсем панă. Вĕсем пултараймарĕç. Пурне те паллă, ирĕклĕхе ют кукка килсе памасть. Ку "кĕрешỹçĕсем" вара пулнă майĕпе те усă курса юлаймарĕç. Апла вĕсем ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсем те мар, çын вĕлеренсем çеç. Çавăнпа вĕсенчен хăрамалла мар, анчах сыхă пуласси пирки шутламаллах.