Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ЯВАПЛИСЕМ ПУЛĔÇ. ТЕН, ĔÇ КАЙĔ

Июль çуррине те çитрĕмĕр, анчах выльăх валли апат хатĕрлесси пурпĕрех кирлĕ хăвăртлăхпа пымасть. Тĕп сăлтавĕ - çанталăк кансĕрлени пулсан, субьективли те çук мар. Укçа-тенкĕ çитсе пыманнинчен пуçласа ĕçе йĕркелеме пĕлменни таранах. Апат хатĕрлессипе пĕр пек условирех хăшĕсем чылай малта пыраççĕ пулсан, теприсенче лав вырăнтан та хускаласшăн мар. "Атлашевский", "Приволжское" хуçалăхсенче симĕс апат хатĕрленин кăтартăвĕ уйрăмах аван. Çапла. Вĕсенче малта пыракан технологипе усă кураççĕ. Анчах сăлтавĕ çав çеç-ши? "Гвардеец" предприяти кăкарса çỹремелли косилкăсемпе çулсах силос кирлин 43 проценчĕ чухлĕ хурса хăварайнă. Апла, шухăшламалăх пур. Хальхи çивĕч ыйтăва район администрацийĕн черетлĕ канашлăвĕнче те, ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн планеркинче те çак кунсенче çирĕп сỹтсе яврĕç. Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев пĕлтернĕ тăрăх, кашни хуçалăхпа районтан яваплисене çирĕплетмелле. Тен, ун пек тусан ĕç кайĕ...


12 июля 2003
00:00
Поделиться
;