ХАЛĂХ УМĔНЧИ УÇĂМЛĂХШĂН
Июлĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров "ЧР патшалăх влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци илмешкĕн майсем туса парасси çинчен" Указа алă пуснă, тепĕр кунне ăна республика хаçачĕсем пичетлесе кăларчĕç. Указ граждансене ЧР Президенчĕн, Министрсен Кабинечĕн, Президент Администрацийĕн общество пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ-хĕлĕ пирки информаципе тивĕçтерессине тĕпе хурать. Çавна май Президент Правительствăна влаç тытăмĕсен пурте усă курма пултаракан сведенисен переченьне (пурне те пĕлтерме юраман сведенисен йышне кĕрекен информацисĕр пуçне) хатĕрлеме, переченьпе усă курма майсем туса пама хушнă.
Иккĕмĕш пунктпа документ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки граждансемпе организацисене информаципе тивĕçтермешкĕн мерăсем йышăнма сĕнет.
Указа Раççей Федерацийĕн Правительствин кăçалхи февралĕн 12-мĕшĕнче тухнă тивĕçлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн йышăннă. * * *
"Ку Указ вăйа кĕни влаç витĕр курăнаслăхĕ ỹснине пĕлтерет: граждансене республика Правительстви, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнле ĕçлени, вĕсен малашнехи планĕсем çинчен ытларах пĕлме майсем туса парать. Информаци илмешкĕн май килни, тĕрĕссипе, çынна ахальтен мар кирлĕ. Влаç витĕр курăнаслăхĕ - хăйĕн (влаçăн) общество умĕнчи тивĕçне тỹррĕн пурнăçламалли условисенчен пĕрремĕшĕ",- тенĕ ку Указ пирки Правительство Председателĕн çумĕ - пичет тата информаци политикин министрĕ