ШУПАШКАРСЕМ ПИРĔН ĔÇЕ ХАКЛАРĔÇ
Июлĕн 17-мĕшĕнче пирĕн районта республикăри Строительство, архитектура тата çул-йĕр хуçалăх министерствин кунĕ иртрĕ. Унта министр ĕçĕсене туса пыраканĕ, министрăн пĕрремĕш çумĕ Н.И.Баскаков, министр çумĕ, çул-йĕр хуçалăх департаменчĕн ертỹçи Л.В.Вячеславов, пурăнмалли çурт-йĕр строительство управленийĕн экономика анализĕн консультанчĕ В.П.Петров, министерствăн çуртсене газпа тивĕçтерес уйрăмĕн тĕп специалисчĕ И.Б.Аникина, çул-йĕр департаменчĕн пирĕн районпа ĕçлекен специалисчĕ В.П.Миронова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, унăн ĕçĕсене туса пыраканĕ А.Е.Егорова, район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.М.Сидоров тата ыттисем хутшăнчĕç.
Кун йĕркинче виçĕ тĕп ыйту - çул-йĕр юсаса çĕнĕрен тăвасси, пурăнмалли çурт-йĕре хута ярасси тата уйрăм çынсен килĕсене газ кĕртесси. Çула тухнисем малтанах Кĕçĕн Турхана каякан çула асфальт сарса çирĕплетнĕ çĕре çитрĕç. "Дорстрой" фирма директорĕ В.А.Румянцев каланă тăрăх, кунта вĕсен 4 километр çурă майлă асфальт сармалла. Иккĕшне вĕçленĕ ĕнтĕ. Анчах та йĕпе çанталăкра вĕри асфальт хунăран-ши вырăнăн-вырăнăн çуркаланнă. Владимир Александрович çакна тỹрлетме пулчĕ. Кунта çеç ĕçлемест вĕсен управленийĕ. Шкул автобусĕ çỹремелли ялсене: Паçпак ялне тата ыттисене асфальт çулпа çыхăнтараççĕ. Ку çулсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла.
Янăш тăрăхĕнче вара газ кĕртес ĕç хĕрсе пырать. Шупашкарсем Кĕçĕн Турхан ялĕнче монтаж ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленчĕç. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Е.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, 70 килтен тăракан ялта 46-шĕ çеç газлă пуласшăн иккен. Сăлтавĕ тĕрлĕрен - камăн у кçи çитеймест, хăшĕ тата "Ватă, мĕн тума кирлĕ",- тет. Укçа çитерейменнисене кредит парса пулăшаççĕ, пĕччен пурăнакан ватăсене пенси фончĕ урлă тавăрусăр пулăшу пама та укçа уйăрнă.
Кăрмăшра 12 хваттерлĕ тата Кỹкеç поселокĕнчи Советсен урамĕнчи 30 хваттерлă çуртсем кăçалхи 3-мĕш кварталта хута каймалла. Кăрмăшра "Кугесьская" МСО строителĕсем тăрăшаççĕ, кунта ĕçĕ питĕ нумай-ха, пахалăх енчен те ырринех калама хĕн. Кỹкеçре вара ĕçсем япăх теме чĕлхе çаврăнмасть. "Конкорд" тулли мар яваплă организацие Т.А.Зеленова ертсе пырать. Ĕçченсем хăйсен тивĕçне тỹррĕн пурнăçлани тỹрех паллă. Кунта кĕçех сантехника ĕçĕсем пуçланмалла. Çуртăн хăйĕн котельнăй пулать.
Август уйăхĕнче Мăналпа Мишер ялĕсене те газ кĕртмелле. Ку участокра М.Н.Краснов ертсе пыракан "Чебоксарыстройгаз" ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Михаил Николаевич ĕçе вăхăтра вĕçлеме шантарчĕ.
Обăектсем хыççăн район администрацийĕнче пĕтĕмлетỹ иртрĕ. Кунта уйрăмах кредит пирки тепĕр хут хĕрỹ калаçу пулчĕ. Ял халăхĕ нумайăшне ăнланманни палăрчĕ. Аслă çул хĕррипе ỹсекен, илемсĕр тĕрлĕ курăк пирки те асăрхаттарчĕç çỹлтен килнисем.
Пĕтĕмĕшле илсен, çак кун районта ăнăçлă иртнине, нумай ыйтăва татса пама май килнине палăртмалла.