Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

МАЙСЕМПЕ УСĂ КУРĂР

Çырнăччĕ ĕнтĕ, кăçалхи май уйăхĕнчен пуçласа район администрацийĕнче республикăри Юстици министерствин представителĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ку хăйне май çĕнĕлĕх. Пĕчĕк бизнеса аталанма çул уçса парас тĕллевпе республикăри районсенче халĕ çак министерствăн представителĕсем ĕçлеççĕ. Пирĕн районта ку ĕçе Г.С.Петрова ертсе пырать. - Галина Степановна, хăвăрăн ĕçĕрпе кĕскен те пулин паллаштарсамăр. - Бизнеспа ĕçлеме кăмăл тăвакансен документсем хатĕрлеме тĕрлĕ учрежденисем тăрăх сахал мар çỹремелле. Хучĕсене тĕрĕс çырмалла, саккунĕсене лайăх пĕлмелле, ку вара пуриншĕн те çăмăл мар. Çавăнпа та кăçалхи мартăн 3-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров бизнеса хăвăртрах аталанма май туса парас тĕллевпе тепĕр документа алă пуснă, тĕрĕсрех каласан ПРОГРАММА йышăннă. - ăнланнă тăрăх, халĕ эсир çĕнĕ ĕçе пуçăнакансене кирлĕ хутсем хатĕрлеме пулăшатăр. - Çапла, çĕнĕ программа тăрăх, халăха куллен кирлĕ тавар кăларакансене, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсене, фермерсене пĕр тỹлевсĕр хăйсен ĕçне уçма документсем хатĕрлесе паратпăр. Кам ку ĕçпе çыхланнă, вăл документсем хатĕрлессин кăткăслăхне лайăх ăнланать ĕнтĕ. Халĕ вара "Пĕр чỹрече" принциппа ĕçлесе эпир пур документсене те 2-5 кунта хатĕрлесе çитеретпĕр. Лицензисем те туса паратпăр. - Эсир халĕ икĕ уйăх ытларах ĕçлетĕр. Çак вăхăтра миçе организацие е уйрăм çынна пулăшу панă. - Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Эпир суту-илỹ точкисем уçакансене консультаципе ытларах пулăшатпăр. Ун пеккисем те пулнă. Уйрăм çынсене илес пулсан хальлĕхе 35 çынна документсем хатĕрлесе панă. Унсăр пуçне 10 организацие. Халĕ вунпĕрмĕшпе ĕçлетпĕр. Сăмах май çакна каласа хăвармалла. Çак организацисенче халĕ 300 çын ытла ĕç вырăнĕ тупнă. - Галина Степановна, эсир тỹлевсĕр тата кĕске вăхăтра документсем хатĕрлени питĕ лайăх. Çапах та çĕнĕ ĕçе пуçăнакансене программа тăрăх тата мĕнле çăмăллăхсем параççĕ? - Программа сакăр пунктран тăрать. Пĕрремĕшне каларăмăр ĕнтĕ. Вăл "Пĕр чỹрече" е документсене çак пỹлĕмре хатĕрлесе çитерни. Унсăр пуçне укçа-тенкĕпе кредит парса пулăшасси, пушă ларакан çуртпа усă курма ирĕк парасси, патшалăх енчен ятарлă ĕç заказĕсемпе тивĕçтересси, малта пыракан çĕнĕ техникăпа, проектсемпе паллаштарасси, вĕсене алла илме пулăшасси, лайăх кадрсем хатĕрлесси, тĕрлĕ ăçтиçуксенчен, кукăр алăллисенчен сыхласси тата хаçат-журналта вĕсен ĕçне çутатса тăрасси кĕрет. - Пирĕн районта ку енĕпе ĕçлени куç кĕрет ĕнтĕ, республикăри ытти районсенче еплерех пырать ку пуçару? - Çакна та каласа хăвармалла. Министерствăра пирĕн ĕçе уйăхсерен тĕрĕслесе тăраççĕ. Районсем хушшинчи экономикăлла ăмăртура мала тухнисене палăртнă чух март уйăхĕнчен пуçласа пирĕн ĕçе те шута илеççĕ. Хамăра мухтама сăпайлах мар пулĕ те хальлĕхе эпир малта пыратпăр. Пĕр ĕç те уçман районсем те пур. Иккĕмĕшĕнче - Канашсем, вĕсен çичĕ е сакăр организаци ĕçлет. - Тавтапуç вăхăт тупнăшăн Галина Степановна. Ĕçĕрте ăнăçу сире.


23 июля 2003
00:00
Поделиться