Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ВĂХĂТРА ТỸЛЕМЕРĔН - ЯВАП ТЫТ

Темиçешер уйăх алла пĕр пус тытмасăр. Çакăн пек хăй вăхăтĕнче чылайăшĕ асапланатчĕ. Халĕ çав кунсем иртсе кайрĕç пек туйăнать. Анчах пуриншĕн те мар. Ĕç укçи парăмĕ экономикăн хăш-пĕр отраслĕнче паян та çук мар. Ытларах çакă ял хуçалăх предприятийĕсенче сисĕнет. Кун пек чух "Юрать, саккунĕсем ĕç çыннине хỹтĕлеççĕ",- тесси çеç юлать пулĕ. Çавăнпа пĕлсе усă куракансем хỹтлĕх шыраса тỹрремĕнех прокуратурăна çул такăрлатаççĕ. Çакăнта, паллах, Раççей Федерацийĕн законодательствинче пăхса хăварнă хăш-пĕр статьясем пирки халăха ăнлантарни те пулăшать. "Çынсене хăйсен правине хỹтĕлеме май пурри пирки вĕçĕмех каласа кăтартатпăр",- тет район прокурорĕн пулăшаканĕ А.П.Степанов. Сăмах май, эпĕ Алексей Петрович патĕнче пулнă чух та унтан çынсем татăлма пĕлмерĕç. Пĕри акă Кỹкеçри "Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" предприятирен-мĕн. "Июлĕн 8-мĕшĕнчен ĕçрен тухрăм, анчах унтанпа эрне иртсен те манпа татăлма васкамаççĕ",- кăмăлсăрланать хайхи. Ĕç укçи вăхăтра тỹлеменнишĕн "БудаВин" предприятирен çеç 18 заявлени пулнă. Вĕсем тăрăх пуринпе те суда тавăç тăратнă. Районĕпе кун пек заявлени кăçалхи çур çулта 45 пулнă. Вунă ытла ертỹçĕне административлă майпа явап тыттарнă. Ытларахăшĕ - ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем. Айăплисене саккунпа килĕшỹллĕн штраф пама çеç мар, ытти майпа та явап тыттарма пăхма хăварнă. Тĕслĕхрен, ертỹçĕне дисквалификаци йĕркипе должноçран хăтарма, директорсен канашне кĕме, юридици сăпатĕнче тăракан предпринимательлĕх ĕç-хĕлне ертсе пыма чарма пулать. Кун пекки хальлĕхе пирĕн районта пулман-ха, анчах республикăра тĕслĕхсем пур. Сăмахран, Вăрнар район прокурорĕн йышăнăвĕпе "Янишево" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçине дисквалификациленĕ. Улатăр районĕнчи "Красный луч" предприяти директорне миравай судья дисквалификацилеме йышăну тунă. РФ уголовнăй кодексĕнче те ятарлă статья пур. 145-мĕш. Унăн пĕрремĕш пайĕпе килĕшỹллĕн ĕçлев саккунне пăснă çынна пилĕк çул таран пĕр-пĕр должноçа йышăнма чармашкăн е çичĕ çуллăха ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Пирĕн районта кун пек кăра мера йышăнман, анчах Шупашкарти "Галит" обществăн директорне пĕр çуллăха условнăй майпа ирĕк прависĕр хăварнă. Çын сывлăха, çула тата ытти шута илме тивĕç сăлтава пула хăй суда тухаймасть пулсан, РФ Гражданла процесуаллă кодексĕн 45 статйипе килĕшỹллĕн ун пеккисене хỹтĕлесе прокурорăн суда тавăç тăратма ирĕк пур. 2-13-16 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа та хăвăра кирлине ыйтса пĕлме май пур.


23 июля 2003
00:00
Поделиться