71 ÇУЛ
"Шыв юхать те чул юлать, ĕмĕр иртет кун юлать..." тесе юрлатпăр. Анчах паллă, вăхăт иртет кун çеç мар юлать. Чи пĕлтерĕшли вара общество хăйне май малаллах аталанса пырать. Тен, хăш чухне кукăр çул тăвать, чарăнса та илет, анчах унăн пĕр çул çеç - малалла кăна талпăнмалла. Тепĕр самант вăл - общество мĕнпе пуян тата тĕреклĕ пулни. Пĕрисем калĕç: экономикăпа, теприсем: хăç-пăшалпа е идеологипе тата теприсем: ăспа пуян общество, тĕреклĕ тейĕç. Тен, уйрăммăн илсен, вĕсем кашниех сывлăш пек кирлĕ-тĕр. Анчах та вĕсенчен пĕрне те пĕрне ялав пек çĕклесе мала ларт, çавăнтах общество айккинелле пăрăнса каяс хăрушлăх пысăкланать. Историре унашкал тĕслĕхсем нумай.
Темле каласан та, пĕрремĕш пуянлăх вăл, ман шутпа, обществăри çынсен хутшăнăвĕ. Ахальтен каламасть чăваш хăйĕн тепĕр юрринче: "Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?"
Шăпах çынсен хутшăнăвĕсене йĕркелесе пырас, активлăрах тăвас ĕçе пурнăçлама тивĕç те ĕнтĕ массăллă информаци хатĕрĕ, çав шутра "Тăван Ен" хаçат та.
Шупашкар район хаçачĕ çак кунсенче 71 çул тултарать, вăл июлĕн 27-мĕшĕнче тухма пуçланă. Çак пĕчĕк мар тапхăрта вăл 3 хут хăйĕн ятне улăштарнă, редактор пулса кунта 20 çын ĕçленĕ. Хăйĕн аталанăвĕнче унăн пăтравлă тата иккĕленỹллĕ нумай лару-тăру витĕр тухма тивнĕ. Хальхи саманари уçăмсăр самантсем иртсе пĕтмен пулсан та çапах пурăнать-ха хаçатăмăр. Вăхăт таппинчен юлас марччĕ тесе малаллах ăнтăлать. Пысăк хула çумĕнче тухакан сăпайлă чăваш хаçачĕн, хăйне тунсăхлăрах туйни те пур ĕнтĕ. Анчах та хамăрăн пархатарлă чунлă, ăслă-тăнлă вулакан пур чухне вăл нихăçан та пурнăçран юлмĕ, яланах аталану çулĕпе пырĕ. Унта сăвă-калавĕ те, кулленхи ĕçпе паллаштарни те, йĕплесе илни те вырăн тупĕç.
Апла, "Тăван Ен" хаçатăн çуралнă кунĕ ячĕпе сире, хисеплĕ вулакансем!