Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ХĔРỸ ĔÇÇИ


     Иртнĕ юн кун ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе В.Н.Мустаевпа утçи епле пынипе интересленсе районти чи пысăк хуçалăха "Атлашевский" СХПКна çул тытрăмăр. Унăн ертỹçи Н.И.Скворцов çавăнтах пире ĕç вырăнне илсе тухрĕ. Тутаркассинчи ферма çывăхне утта пресласа тунă пысăк çаврашкасем турттараççĕ. Кунта ăна тепĕр агрегатпа ятарлă пленкăна чĕркесе хураççĕ. Ку ĕçе ял хуçалăх академийĕн практиканчĕ Сергей Михайлов пурнăçлать. Алексей Сергеев погрузчик çакăн хыççăн çаврашкана пĕр вырăна илсе купалать. Вĕсем Вячеслав Анисимов ертсе пыракан звенора ĕçлеççĕ. Пур ĕçе те механизациленĕ. Пĕри çулать, тепри валок тăвать, виççĕмĕшĕ утта пысăк çаврашкасене преслать, тăваттăмĕшĕ вĕсене машинăсем çине тиет тата иккĕшĕ турттараççĕ. Килĕштерсе ĕçлеççĕ, эпир пулнă кун тĕлне звено 580 тонна майлă чĕркесе управа хунă.
     Утă тĕркере лайăх упранать пулин те пысăк пайне Тутаркассисем шăтăка вырнаçтараççĕ. Силос пулмалли утта Толик Хураски çывăхĕнчен турттаратчĕç. Кунта тепĕр бригада. "Пĕлтĕрхипе танлаштарсан утă кăçал 1,5 хут майлă ытларах, вăл çителĕклĕ пуласса ĕмĕтленетпĕр",- палăртать Г.А.Тихонов тĕп агроном.

Фото ỹкерчĕкĕсем авторăн.

* Саша Мадюшкин машинистпа Александр Брусов водитель пĕр-пĕринпе лайăх çыхăнса ĕçлеççĕ.

* Ятарлă агрегат утă çаврашкине çакăн пек шап-шурă пленкăпа витет.

* Хуçалăх ертỹçи Н.И.Скворцов (сулахайри) тата ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев (сылтăмри) механизаторсемпе кĕске кану вăхăтĕнче.


26 июля 2003
00:00
Поделиться
;