Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ÇУР ÇУЛЛĂХ ИТОГСЕМ

Иртнĕ эрне кун Шупашкарта ларусен пысăк залĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ ĕçленĕ. Лару Чăваш Республики кăçалхи çур çулта мĕнле аталаннине тишкернĕ. Тĕп докладсемпе ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕ М.И.Илларионова, ЧР финанс министрĕ Н.В.Смирнов тухса калаçнă. Производство калăпăшĕ (пĕтĕмпе) пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен илсен 104,5 процентпа танлашнă. Электроэнергетикăри ỹсĕм 16,1, апат-çимĕç промышленноçĕнче 12,4, химипе нефтехими отраслĕнче 12,0, çăмăл промышленноçра 6,8 процент. Çав вăхăтрах тăкаклă предприятисен шучĕ те ỹснĕ (5,4%). Çапах та экономика аталанăвĕн министрĕ уйрăммăн ял хуçалăхĕ çинче чарăнса тăнă. Ку отрасльти продукци калăпăшĕ чакнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан: 96,7 процент çеç. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ, çавна май сăвакан сĕт калăпăшĕ сахалланнă. Ял хуçалăхĕнчи чылай предприяти чухăн. Чи пысăк сăлтавсенчен пĕри, министр шучĕпе, ертỹçĕсен явапсăрлăхĕ. Финанс министрĕн докладĕнче вара ытларах бюджет мĕнле тулни тата расхутланни çинчен каланă. Палăртнă пекех, бюджета çулталăкри калăпăшăн 50 процентне тултарнă. "Анчах та хамăрăн тупăша илессипе, шел те, 42 роцент çеç пурнăçланă",- тенĕ Н.В.Смирнов. Тăкак пайĕ те 50 процент пурнăçланнă-мĕн. Çапах та налук енĕпе пĕтĕм шайри бюджета кĕмелли укçа виçи республикăра 13 процент чакнă. Апла пулин те халăх укçан илекен тупăш хисепĕ 14,6 процент ỹснĕ. Инвестицин тĕллевлĕ программи те пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 54,8 процент пысăкрах пулнă. Икĕ вице-премьер хыççăн Н.Ю.Партасова премьер-министр, Н.В.Федоров Президент пĕтĕмлетỹллĕ сăмахсем каланă, иккĕмĕш çур çулта палăртнине пур енĕпе те пурнăçламаллине çирĕплетнĕ. Правительствăн анлă коллегийĕнче çавăн пекех районсемпе хуласен çур çулхи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Районсем хушшинче Муркаш, Çĕрпỹ, Вăрнар районĕсем мала тухнă. Хуласем хушшинче - Шупашкар, Канаш хулисем.


30 июля 2003
00:00
Поделиться