НАЛУК ТỸЛЕССИНЕ ЧАКАРНĂ
Экономика мĕнле аталаннине налук епле пухăнни лайăх хаклама май парать. Кăçалхи çур çулта пирĕн районти предприятисем тĕрлĕ бюджета 84382 пин тенкĕ налук хывнă. ăçта мĕн чул кайнине илес пулсан, укçан хисепĕ пĕр пекрех тивет. Чи нумаййи (30865 пин) республикăна кĕнĕ, федераци бюджетне 27160 пин тенкĕ лекнĕ, района 26357 пин тенкĕ юлнă. Налук пухăнасси пĕлтĕрхи 6 уйăхрипе танлаштарсан 2038 пин тенкĕ е 2,4 процент сахалланнă. Мĕн сăлтавпа? Çак ыйтăва патăмăр эпир РФ Налуксемпе сборсен министерствин районсем хушшинчи 5-мĕш инспекцийĕн ертỹçине А.Н.Кузнецова.
- Налук пухăнасси чакни чи малтанах Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕпе çыхăннă,- терĕ Анатолий Николаевич. - Вăл продукци каларассине пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăртинчен 2,5 хут ытла пĕчĕклетнĕ. 2002 çулта завод 81 миллион тенкĕлĕх ĕçленĕ пулсан, кăçал - 32 миллион тенкĕлĕх çеç. 2002 çулхи пĕрремĕш кварталта завод 10 миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ, хальхи январь-март уйăхĕсенче унăн тăкакĕ 2 миллион тенкĕрен иртсе кайнă. Ку предприяти электроаппаратура завочĕн филиалĕ çеç пулса юлать текен сас-хура çỹренине шута илсен, ИЗВА налук тỹлессине ỹстерес шанăç çук.
Дельманăн "Волга Ойл", "Волганефтьсервис" тата "Шупашкар нефть продукчĕсем" предприятийĕсем район территорийĕнче ĕçлеме чарăннине пула бюджета 3,5 миллион тенкĕ кĕреймен. "Чăваш бройлерĕ" акционерсен обществинче производство калăпăшĕ чакнă. Унта налук тỹлесси сахалланни, тĕпрен илсен, предприяти хăйĕн суту-илỹ точкисене уйрăм çынсем çине куçарнипе çыхăннă. "Волжанка" канупа туризм комплексĕнче пулăшу парасси 2,6 хут чакнă, çавна май налук 2 миллион тенкĕ сахалтарах кĕнĕ. "Волготрансгаз" обществăн магистральлĕ газ пăрăхĕсен линипе производство управленийĕ налук кăçал 2,4 миллион тенкĕ сахалтарах тỹленĕ.
Хăш-пĕр предприятисенче производство калăпăшĕ чакнипе пĕрлех налук тỹлес йĕркере ятарлă режимсем: çăмăллатнă меслет тата шутласа палăртнă тупăша кура илекен пĕрлехи налук - кĕртни те витĕм кỹчĕ. Çакăнпа "Водстрой" ПМК, "УМ-1" акционерсен хупă обществи, "РСПМК-1" акционерсен уçă обществи тата Кỹкеç райповĕ усă курнипе çеç налук 1,5 миллион тенкĕ сахалтарах кĕнĕ.
- Налук тỹлессипе парăмлисем пур-и?
- Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕн бюджет тытăмне 87 миллион тенкĕ парăм пулнă. Çакă танлаштаруллă тапхăртинчен 18,6 миллион тенкĕ ытларах. Унăн сăлтавĕ - Шупашкарти Ленин районĕнчи налук инспекцийĕнче учетра тăнă "Спецмонтажгаз" АУО Шупашкар районĕнче учета тăнă май обществăн 20,9 миллион тенкĕ налук парăмĕ пирĕн пата куçни. Кунсăр пуçне предприятин пĕрлехи социаллă налукпа тата бюджет мар фондсене тỹлессипе 18,4 миллион тенкĕ парăм.
Налукçăсем парăмсене шыраса илессине кăçал лайăхлатнă. Çакна ĕнентерме темиçе тĕслĕх çеç илер. Пĕлтĕр парăмлисен 50 счечĕпе операцисене чарса лартнă пулсан, 2003 çулхи январь-июньте ун пекки 142 хутчен пулнă. 2002 çулхи ултă уйăхра расчет счечĕ çине 18,3 миллион тенкĕлĕх 634 инкассово порученийĕ тăратнă, кăçал - 64,5 миллион тенкĕлĕх 2459 инкассовăй поручени. Предприятисен парăмне пурлăх шучĕпе шыраса илессипе те ытларах йышăну тунă, çав вăхăтрах суд приставĕсем арестленĕ пурлăх хакĕнчен 0,1 проценчĕ çеç бюджета кĕнĕ.
Инспекци вырăна тухса та тĕрĕслевсем тăтăшах ирттерет. Предприятисен ĕç-хĕлне хакланă хыççăн 2,4 миллион тенкĕ налук тỹлесе çитерейменнине тупса палăртнă.