Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ХЫРКАССИСЕН ЫЙТУ ЧЫЛАЙ

Район администрацийĕн черетлĕ информаци кунĕ хальхинче Хыркасси ял администрацийĕнче пулчĕ. Ултă ушкăна пайланнă район представителĕсем кашни ял çыннисемпех курнăçрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - экономика пайĕпе пурлăх управленийĕн пуçлăхĕпе А.Е.Егоровапа килнисем Хыркассинче пулчĕç. Халăх питĕ активлă та хастар пулчĕ. ăна тем те пăшăрхантарать: уйрăм çын проблеминчен пуçласа обществăри лару-тăру таранах. Хыркассисен тĕп чун ыратăвĕ вара - шыв ыйтăвĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.И. Николаев пулăшнипе унта хăй вăхăтĕнче пăрăх илсе килнĕ, шăтăк чавнă. Башньăна çĕклессе çĕклесе лартнă-ха, анчах йĕри-тавра çĕр купаламасăр шыв янă пирки вăл тỹнсе кайнă-мĕн. Айăпне никамăн та хăй çине илес килмест: ял халăхĕ те шыва хăйсем тĕллĕн янине йышăнмасть, шыв тăвас енĕпе ĕçленĕ "Чебоксарская" ПМК та килĕшмест. Çынсем хăйсем пуçтарса панă 250-шар тенкĕ ăçта кайнине те пĕлмеççĕ, вырăнти ял администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Г.А.Поцелуева та ăнлантарса параймарĕ. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕпе çыхăннă ыйту та чылай пулчĕ. Халăх пур япалана пĕлсех пĕтерейменни сисĕнчĕ. Апла пулсан, ăна каласа кăтартакан кирлĕ. "ЧувашАгроМаркет" кампанин директорĕ В.В.Егоров хăйĕн сăмахĕнче хуçалăхпа çынсен пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ. Районтан килнисем: шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А.В.Тарасов, çĕр йĕркелỹ комитечĕн специалисчĕ А.П.Тарасов, çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.И. Николаев - халăхăн нумай ыйтăвне уçăмлатма пулăшрĕç. Хăш-пĕрне вырăнта татса пама май килчĕ. Теприсене вара шута илчĕç. Республика программисем епле пурнăçланса пыни пирки те каласа пачĕç. Тĕслĕхрен, газификаци валли çăмăллатнă кредит парасси, вăрçă участникĕсемпе инваличĕсен телефон тỹлевсĕр кĕртме май пурри. Пĕтĕмлетỹ Хыркасси ялĕнче иртрĕ. Унта ушкăнсен ертỹçисем тухса калаçрĕç. Вырăнта çĕкленĕ ыйтусенчен икĕ ялта пĕр пек хускатнисем те пулнă. Сăмахран, Саратакасси магазинĕ ĕçлеменни. Вăл çав ялсене çеç мар, Çырмапуçсене те пăшăрхантарать. Мăн Чăкăртан каçмалли кĕпер те пĕр яла кăна мар, кỹршĕллине те кирлĕ. Тренккассисем подстанци киввине пула асапланаççĕ. Напряжени пĕр вĕçĕм вылянине пула электричество приборĕсем юрăхсăра тухаççĕ. Ялта телефон çукки те, паллах, йĕркеллĕ япала мар. Мăн Чăкăрсем çакăншăн пăшăрханаççĕ. Халăхпа тĕл пулнă май, вырăнти ял администрацийĕн пуçлăхĕ чирленине пула ĕçе пăрахнă пирки ыйту хускатрĕç. Çынсем район администрацийĕн экономика пайĕпе пурлăх управленийĕнче ĕçлекен В.В.Столярова шаннине палăртрĕç.





01 августа 2003
00:00
Поделиться
;