Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

МĔНЛЕ ЧАРМАЛЛА-ШИ?

Районти хуçалăхсем тыр-пул пуçтарса илме хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси çак кунсенче Тăрăн тăрăхĕнче пулчĕ, кунти ĕçсемпе паллашрĕ. Уй-хир карапĕсене юсама пуçланă, анчах укçа-тенкĕ çитменнипе юсамалли, улăштармалли пайсем илеймеççĕ. Нумай çул ĕçлесе юрăхсăра тухнă комбайнсене саппас пайсем илсе çултан çул саплаштарнин усси пур-ши хуçалăхсемшĕн? Питĕ хакла ларать-çке "çĕтĕк" комбайнсене ялан юсаса ĕçе кĕртни. Çĕннисене илесчĕ те... Пуçтарса кĕртес тырă кăçал чĕрĕ пуласси паллă, çавăнпа та кунта йĕтем çинчи тырра типĕтсе хатĕрлемелли машинăсене те юсама пуçланă, апла пулин те урăхла чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Нумай çул çак хуçалăхра ĕçлекен Геннадий Ефимов тарăхса çапла каласа пачĕ: "Ку хуçалăхра эпĕ бригадир та пулса ĕçленĕ, халь пенсие тухнă хыççăн йĕтем çинчи ĕçсене йĕркелесе тăратăп, кун пек мăшкăла юлашки вăхăтра кăна кура пуçларăмăр, тырă типĕтмелли машинăсен электричество двигателĕсене, вĕсене йĕркеллĕ ĕçлеттермелли пульчĕсене кукăр алăллă çамрăк ирсĕрсем çаратса кайнă, ашшĕ-амăшĕсен вăйĕпе вырнаçтарнă машинăсене юрăхсăра кăларнă. ăслă-тăнлă çын тумасть çак ĕçе. Йывăр саманапа усă курса хуçалăха пĕтерсе лартас текен çынсем вĕсем. Пирĕн патшалăх пăхăр, алюмини, тĕслĕ металл çитменни çинчен нихăçан та пĕлтермен. Уйрăм çынсем ăна ăçтан тупса сутасси паллă - хуçалăхсен пурлăхне вăрласа. Апла пулсан хисеплĕ депутатсем мĕншĕн çакна чармалли саккун йышăнмаççĕ? Раççей çĕршывĕнче ирсĕрсем мĕн чухлĕ хуçалăха сăтăр турĕç, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсене çук çĕртен пуç ыраттармалли шухăш тупса пачĕç, апла пулин те çак вăрăсене чарса лартмалли саккун паянхи куна çук". Эпир те çак шухăшпа килĕшрĕмĕр. Патшалăха мĕн чăрмантарать-ха çак киревсĕр ĕçе пĕтерсе лартмалли саккун йышăнма - çак тĕп ыйту çине никам та хуравлаймасть-тĕр.


01 августа 2003
00:00
Поделиться