Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Йĕркеленсе кайсан тем пекехчĕ

Тутаркасси тăрăхĕнче вырнаçнă çав фабрикăна нумайăшĕ "Новочебоксарская" тесен аванрах пĕлет. Экономикăра çĕнĕ хутшăнусем уçланни ăна та пырса çапрĕ. Ĕçлесе кайма темиçе хут та хăтланса пăхр вăл. Укçа-тенкĕ хывакан предприяти те тупăнчĕ. Хамăр патăмăрти мар. Кирово-Чепецкри. Анчах ĕç малалла каяймарĕ. Кайран предприяти Шупашкарти çăкăр продукчĕсен комбиначĕн филиалĕ пулса тăчĕ. Ун хыççăн та фабрика ертỹçисем улшăнса пăхрĕç. Халĕ çĕнĕ çын - Ю.А.Иванов. Çав лава туртма пуçлани нумаях пулмасть. Мĕнлерех ĕçлет-ха паян предприяти? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе унта тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев тата унăн çумĕ - ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев пулчĕç. Мăнаçлă фабрикăра паян 9 корпуса чăх-чĕппе тултарнă. Пĕтĕмпе 159 пин пуç. Чăх шучĕ тĕрлĕ корпусра тĕрлĕрен. Хăшĕнче 42 пин пуç таран та пур. Директорăн вĕмĕчĕ ара çĕнĕ çулччен 20 корпуса тултарасси. Июль уйăхĕнче икĕ хут пуснă. "Виççĕмĕшĕн пĕр пайĕ августа кĕрсе кайрĕ",- пĕлтерет директор. Чăх-чĕп ỹт хушаслăхне илсен талăксерен 37,9 грама çитнĕ. Пĕрремĕш парти пуснисем талăксерен 33 грамм ỹт хушнисем пулнă. Продукци мĕнле илесси тата унăн хăй хаклăхĕ епле тăрантарнинчен те килет. Комбикорма вĕсем Улатăртан туянаççĕ. Анчах тырă çитмен пирки унта хăш-пĕр йывăрлăх сиксе тухни чăх-чĕпçĕсене тỹрремĕнех пырса çапать. Халĕ фабрика комбикорма Оренбургран туянма пуçлас ĕмĕтлĕ. Хушма апата "Провими" фирма кăлараканнине суйласа илнĕ. Кунне паян фабрикăна 14 тонна комбикорм кирлĕ. Ĕçлекенсен йышĕ 240 çынпа танлашать. Тепĕр 11 корпуса ĕçлеттерсе ярсан пĕр 60 ĕç вырăнĕ таран хушăнмалла. Рабочисенчен ытларахăшĕ Тутаркасси тăрăхĕнчен. Кỹкеçрен те пур, Шупашкартан çỹрекенсем те. Çынсене çăмăлтарах тултăр тесе автобуспа турттарма пуçласшăн. Ĕмĕчĕ пысăк-ха предприятин. Шанчăкĕ те пур. Йĕркеленсе каяссăнах туйăнать те. Тем пекехчĕ.


09 августа 2003
00:00
Поделиться
;