Паянхи ĕçе ырана хăварар мар.
Юлашки пĕр икĕ çулта республикăри ялсене газ кĕртес ĕç питĕ пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланса пыма пуçларĕ. Çавăнпа та эрнесеренех район, республика тата Раççей шайĕнче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Августăн 7-мĕшĕнче те Федерацин Атăлçи округĕнче çут çанталăк газĕшĕн тỹлес тата 2003-2004 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта газ пĕр чăрмавсăр парса тăрас ыйтусемпе ЧР Правительство çуртĕнче канашлу иртрĕ.
ăна уçнă май "Газпром" АУО правленийĕн председателĕн çумĕ А.Н.Рязанов çĕршывра газшăн тỹлес тата çак топливăна çитес кĕркуннехи тапхăрта пĕр чăрмавсăр парса тăрас енĕпе мĕнлерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Çав хушăрах вăл регионсен газшăн вăхăтра тỹлемелли çинчен аса илтерчĕ.
Палăртма кăмăллă, ытти нумай регионта газшăн парăм пысăк пулсан, пирĕн республика вара вăхăтрах тỹлесе пырать. Çакна канашлăва хутшăннă Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ С.Г.Новиков, "Межрегионгаз" ОООн бюджетсемпе ĕçлекен директорĕ Н.В.Исаков "Газпромăн" газификаци тата газпа усă курас управлени пуçлăхĕ А.А.Мельников, Федерацин Энергетика комиссийĕн ертỹçи О.Ф.Жилин хăйсен сăмахĕнче палăртрĕç. Çавăн пекех газ парса тăрассипе ăна кĕртес ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курас ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç вĕсем.
Канашлăвăн теори пайĕ вĕçленсен А.Н.Рязанова Н.Ю.Партасова журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Александр Николаевич палăртнă тăрăх, "Газпром" газификаци валли укçа-тенкĕ малашне те уйăрĕ. Пирĕн республикăна илсен ку енĕпе лару-тăру начар мар. "Эсир пуянах мар, анчах питĕ шанчăклă çынсем. Сирĕн премьер ку енĕпе уйрăмах маттур".
- "Газпром" АУО пирĕн тахçанхи пĕрлехи ĕçтеш,- терĕ Наталья Юрьевна. - Çыхăнусене малашне татах аталантарса пырăпăр. Паянхи канашлу пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрлехи протокола алă пусса çирĕплететпĕр. Унта газификацире ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курасси тĕп вырăн йышăнĕ.
Кăнтăрла иртсен хăнасем пирĕн районти Йăлăмкаса çул тытаççĕ. Кунта вĕсене Чăваш тумне тăхăннă каччăпа хĕр çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев хăнасене Шупашкар районĕн çĕрĕ çинче саламлать. Кунта А.Н.Рязанов, "Зансибгазпром" уçă йышши акционер обществин генеральнăй директорĕ В.В.Завьялов сăмах калаççĕ. Йăлăмкассене газ çитнĕ ятпа саламлаççĕ. Кунсăр пуçне çĕнĕ техникăпа, технологипе паллашаççĕ. Ялта пĕрремĕш газ кĕртнĕ кил хуçи хĕрарăмне Анатолий Пантелеймонович Князев чай ĕçмелли сервис парнелесе чыс тăвать. Пухăннисем çавăн пекех вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечек çыххисем хураççĕ.
Юлашкинчен А.Н.Рязановпа Н.Ю.Партасова сăмах калаççĕ, пурне те çирĕп сывлăх та телей сунаççĕ. Районти культура керменĕ çумĕнчи артистсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.