Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Пиллĕкрен пĕри - Апаш шкулĕ

Ачасен сывлăхĕ юлашки çулсенче хавшаса пыни пирки сахал мар шавлатпăр, калаçатпăр. Çав вăхăтрах вĕрентỹ программи кăткăс та анлă. Çакă, паллах, ачасен сывлăхĕ çине витĕм кỹретех. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен, вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетесси Чăваш Республикин Вĕрентỹпе Сывлăх сыхлавĕн министерствисене, РФ Вĕрентỹ министерствине пăшăрхантармасть мар. Пирĕн чун ыратăвне Европăра та асăрхамасăр тăман, Европа Канашĕ "Раççей Федерацийĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсенче сывлăха çирĕплетесси" ятарлă проект хатĕрленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - вĕренекенсен сывлăхне шкул саккинчен упрасси. Кăçалтан асăннă проектпа Раççейре пилотлă пилĕк регионта усă курма пуçлĕç, çав шутра Чăваш Енре те. Республикăра асăннă проекта хутшăнма пилĕк шкула суйласа илме палăртнă. Вĕсем проект шучĕпе шкулсенче сывлăха çирĕплетмелли модульлĕ вĕрентỹ курсĕсем йĕркелĕç, вĕрентĕвĕн çĕнĕ мелĕсене "уçса" пурнăçа кĕртĕç. Проект унсăр пуçне вĕрентỹ управленийĕпе сывлăх сыхлавĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсен хутшăнăвне çирĕплетсе пĕр тĕллевлĕн ĕçлеме палăртать. Унта лекес шутлисен вĕрентỹ технологийĕнче сывлăха сыхлас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттерессине, сывă пурнăç йĕркине пăхăннине кăтартмалла. Пирĕн районти Апаш шкулĕ те çак проекта кĕме ытахальтен мар тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче вăл вĕренỹпе спортра сулăмлă утăмсем тума пуçларĕ, çитĕнĕвĕсем куç умĕнче. Çакна шута илсе иртнĕ эрнере ĕçлĕ визитпа шкула ЧР Вĕрентỹ министрĕ Г.Чернова, Европа Канашĕн çỹлерех палăртнă проект пуçлăхĕ Лина Лангер пулнă. Кунти тăрăмпа паллашнă май вăл кăмăллă юлнă, программăпа килĕшỹллĕн классене проект тăрăх "сывлăх урокĕсем" валли ятарлă оборудованисемпе методика литературипе тивĕçтерме 10 пин доллар уйăрассине пĕлтернĕ.


09 августа 2003
00:00
Поделиться
;