Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Çулĕ те, ăшши те, пурăнмалли те кирлĕ

Строитель профессийĕ çĕр çинче чи пархатарлисенчен пĕри. Вĕсем çĕкленĕ хăтлă хваттерсенче пурăнатпăр, асфальт сарнă яка çулсемпе çỹретпĕр тата ытти те. Нимĕнле ĕçрен те хăраман чăваш строителĕсем те кăçал хăйсен профессиллĕ уявне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕç, вăл шутра пирĕн районта вăй хуракансем те. Тĕрлĕ енлĕ ĕç ку ĕçченсен. Çиелтен пăхма çеç çăмăл пек туйăнать вăл. - Ир пуçласа каçчен миçе ыйту татса памалла - шучĕ те çук,- пĕлтерет район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.М.Сидоров. Чăнах та пĕр кун, августăн 11-мĕшĕнче Вячеслав Михайловичпа пĕрле çỹрени çакна лайăхах çирĕплетсе парать. Ирхине 10 сехетре тухса кайса каç-хине 18 сехет тĕлнелле çеç каялла таврăнмалла пулчĕ. Районта кăçалах вĕçлемелли ĕçсем е хута ямалли обьектсем сахал мар. Акă, Президент программипе килĕшỹллĕн аякри, çул çук ялсем патне асфальт сарнă çулсем тумалла. Ку ыйту уйрăмах Кĕçĕн Турхан ялне каякан çул пирки çивĕч тăрать ("Тăван Ен", июлĕн 19-мĕшĕ, 80-81-мĕш номерсем). Кунта 4,5 километр çула асфальт сармалла пулнă. Ун чухне ЧР строительство, архитектура тата çул-йĕр хуçалăх министерствин министр çумĕ, çул-йĕр хуçалăх департаменчĕн ертỹçи Л.В.Вячеславов пĕлтернĕ тăрăх, укçа-тенкĕ енчен пĕр кăлтăк та пулмалла мар. Анчах та кунта урăхларах ỹкерчĕк сиксе тухрĕ. "Дорстрой" фирма директорĕ В.А.Румянцев хăйăрпа вак чул сарса хатĕрленĕ çулсене пĕтĕмпех асфальт сарма укçа паманни çинчен пĕлтерчĕ. Паянхи кун ку ыйту та çивĕч тăрать иккен. Кĕçĕн Турхан ялне газ кĕртме те хатĕрлесе çитернĕ - пирĕн районшăн питĕ лайăх хыпар. Çак кун çул-йĕрпе ĕçлекен тĕрлĕ организацисен представителĕсем пулчĕç ку тăрăхра. Мĕншĕн тесен кĕçех Мамкаран Чурачăка каякан çула çĕнетме тытăнмалла. Тăватă çухрăм çурă вăл. Икĕ тарăн çырма урлă каçать. Çулсене çĕнетнипе пĕрлех çырмисене 4-5 метр таран хăпартмалла. Вячеслав Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕçе кăçал пуçăнмалла та çитес çул вĕçлемелле. Кунти ĕçсене УМ-3 "Дорисс" акционер обществи хăй çине илнĕ. Паянхи кунхи чун ыратăвĕсем тата - Тренкассинчи котельнăй Ишлейри поликлиника, кунти 14 хваттерлĕ çурт. Тренккасси ку таранччен ăшă "Чувашский бройлер" акционерсен обществинчен илсе тăнă. Анчах та икĕ çухрăма яхăн уçă вырăнпа пыракан трасса ăшша питĕ нумай çухатать, çавăнпа та Тренккассинче кăçал çĕнĕ котельнăй тума пуçланă. Кунти ĕçсем вара питех те начар иккен. Çĕнĕ Шупашкарти "Волгокамское управление гидромонтаж" акционер обществин прорабĕ В.Г.Тюмеров пĕлтернĕ тăрăх, 100 кубла метр бетон хумалла пулсан, хальлĕхе 20 кубран ытла хуман, кунсăр пуçне монтаж ĕçĕсем мĕн чухлĕ. Кирлĕ мерăсем йышăнмасан ку котельнăя вăхăтра хута ярасси пирки калама йывăр. Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, Ишлейре кăçал çĕнĕ коликлиника хута каймалла. Кунти ĕçсем япăх пыраççĕ темелле мар. Ахальтен мар ĕнтĕ В.М.Сидоров кашни тунти кун кунта çакăншăн яваплă пур организацисен пуçлăхĕсемпе, представителĕсемпе канашлу ирттерет. "РСПМК-1" куçса çỹрекен колоннăн коллективĕ (ертỹçи А.Л.Илларионов) мĕн тумаллине вăхăтра пурнăçласа пырать-ха. Анчах та çуртри кашни пỹлĕме унта мĕнле оборудовани ларнине, мĕнле специалистсем ĕçленине шута илсе штукатурка тумалла, сăрламалла тата ытти те. Ишлейри участок больницин тĕп врачĕ В.Г.Федоров каланă тăрăх, проектпа палăртни пур чухне те санэпидемстанци тата ытти тĕрĕслев комиссийĕн требованийĕсемпе тỹр килмест. Çавăнпа та татса памалли сахал мар кунта. Юрать-ха Сывлăха сыхлас ĕç министерствин строительство енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн çумĕ Н.Н.Николаев нумай ĕçе татса пама пулăшрĕ. Ишлей ĕлĕк район центрĕ пулнă май юхăнса ларакан çуртсем те пур кунта. Вĕсенчен пĕри - ачасен санаторийĕн çурчĕ. Ырă шухăш тытнă Ишлейсем. Çак çурта юсаса çĕнетсе пурăнма куçмалла тăвассишĕн тимлеççĕ халĕ вĕсем. 14 хваттерлĕ пулакан çак çурта хăйсен вăйĕпех хута яма тăрăшаççĕ, паллах район администрацийĕпе Ишлей ял администрацийĕ те хăйсен тỹпине хываççĕ кунта. Халĕ çак çуртсене ăшăпа, шывпа тивĕçтересси те паянах татса памалли ыйтусем. Умра сентябрь, кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕ. Апла пулсан паянхи ăшăпа çеç савăнса пурăнар мар.


13 августа 2003
00:00
Поделиться