Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Уяв хаваслăх кỹчĕ

Иртнĕ шăмат кун Кỹкеçри стадиона физкультурăпа спорта юратакансем йышлă пухăнчĕç. Кунта йăлана кĕнĕ йĕркепе савăнăçлă лару-тăрура Физкультурник кунне паллă турĕç. Иртен пуçласа каçченех тĕп стадион шавласа, кĕрлесе тăчĕ, тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем тупăшрĕç унта. Халăх ытти çулхипе танлаштарсан йышлă пухăнчĕ, кăтартусем те савăнтарчĕç. Çакă пирĕн районта физкультурăпа спорт юхăмĕ малаллах сарăлса пынине тепĕр хут уçăмлăн çирĕплетет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Князев пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Пирĕн спортсменсем республикăра ирттерекен тĕрлĕ шайри ăмăрту-тупăшусене хутшăнса çулсерен малти вырăн йышăннине палăртма кăмăллă. Район чысне çĕклекенсен йышĕ ỹссех пытăр",- терĕ Анатолий Пантелеймонович. Темиçе хушамат илсе кăтартрĕ, вĕсенчен тĕслĕх илме чĕнчĕ. Районти яш-кĕрĕме спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăхĕсене алла илес çĕрте тренерсем пысăк ĕç туса пынăшăн вĕсене чун-чĕререн тав турĕ. Çитес çул Шупашкарта тата Кỹкеçре Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсем иртмелле. ăна хатĕрленессипе, хăнасене чыслăн кĕтсе илессипе малашлăхра пысăк ĕçсем кĕтеççĕ. Район пуçлăхĕ кун пирки те асăнчĕ. Уява пухăннисене çавăн пекех ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ А.Лагутин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Бородавин, районти культура, çамрăксен ĕçĕпе тата спорт енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Гаврилов саламларĕç, ĕçре тата спортра çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕç. Физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем тунăшăн район администрацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисем пачĕç. Кăçалхи уяв ялавне çĕклеме Шемшерти физкультура вĕрентекенне Л.Федорована, ДЮСШ директорне С.Петрова, городошнăй спорт мастерне А.Максимова шанчĕç. Спорт программи анлă пулнăран стадионта пĕр харăсах темиçе ăмăрту йĕркелерĕç. Сцена çывăхĕнче сĕтелсем хушшинче шахмат тата шашка вăййисене юратакансем пухăнчĕç. Шахматла выляссипе Кỹкеçрен А.Николаевпа А.Пахомов иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем пулчĕç. Мини-футболла 12 команда тупăшрĕ, районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсене çитекенни пулмарĕ. Сĕтел çинче теннисла вылякансенчен А.Александров ("Чăваш бройлерĕ" АУО), А.Миронов (Кỹкеç), А.Алексеев (Свердлов ячĕллĕ хуçалăх) малта пулчĕç. Уява хутшăннисем çăмăл атлетсен кĕрешĕвне питĕ интересленсе сăнарĕç. Чи кĕске дистанцие - 60 метр - арçынсенчен чи хăвăрт чупса тухаканĕ Иккасси ял администраци пуçлăхĕ С.Ванюшкин, хĕрарăмсенчен РФ пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕ Е.Иванова пулчĕç. 100 метрлă дистанцие çамрăксем тухрĕç. Хĕрсенчен Т.Михайлова (Кỹкеç лицейĕ) чи лайăх вăхăт кăтартрĕ, вăл Н.Ефимовăпа (Кỹкеç лицейĕ) Л.Гельметдинова (Федераллă казначейство) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хăварчĕ. Ку ỹсĕмри арçынсем хушшинче Атайкассинчи П.Цветкова (Атайкасси) çитекенни пулмарĕ. В.Столяровпа (Хыркасси) С.Герасимова (Тутаркасси) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем. 400 метра чупассипе Н.Ефимова (Кỹкеç лицейĕ) П.Цветков (Атайкасси) мала тухрĕç, 1,5 çухрăма чупнă каччăсенчен А.Захаров (Кỹкеç), хĕрсенчен Е.Григорьева (Кỹкеç) хăйсемпе пĕрле старта тухнă тантăшĕсене кая тăратса хăварчĕç. Хутăш эстафетăра Кỹкеç лицейĕн, районти шалти ĕçсен пайĕпе культура ĕçченĕсем малти виçĕ вырăна пайларĕç. Чушкăлла "городки" вылякансене те сăнаса тăма интереслĕ пулчĕ. Пуринчен нумай очко пухса Кỹкеç больницин шăл тухтăрĕсен тĕп врачĕ, район собранийĕн депутачĕ В.Викторов пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш - ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ - В.Мустаев, виççĕмĕш - Иккасси ял администраци пуçлăхĕ С.Ванюшкин. Паллах, уяв программине кĕртнĕ пур тупăшусем пирки те çырса тăраймăн. Пĕтĕмлетнĕ май, кĕскен çакна çеç палăртса хăвармалла: спортăн ытти енĕсемпе те кĕрешỹсем çивĕч иртрĕç. Тĕслĕхрен, кире пуканĕ йăтассипе В.Ирбитский, И.Смоленцев, П. Тунгулов, С.Семенов, А.Кузьмин, Л.Баимкин, П.Максимов чи лайăх результатсем кăтартрĕç. Армспортра хăйсен виçе категорийĕсенче хĕрарăмсенчен Т.Антонова, И.Миронова, Л.Федорова, О.Ерилеева, арçынсенчен - В.Иванов, А.Тимаков, С.Пегасов, А.Кузьмин, Л.Баимкин палăрчĕç. Çемье эстафетинче Кỹкеçри - Григорьевсен, Апашри Л- ьвовсен çемйисем çĕнтерчĕç. ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн Физкультурник уявĕн пĕтĕмлетĕвсем тăрăх хăйсен ушкăнĕсенче чи лайăх кăтартусем туса мала тухнă спортсменсене районти физкультурăпа спорт пайĕн дипломĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Уява хаваслăх кỹрессипе сцена ăстисем нумай тăрăшрĕç, савăк юрăсемпе вăрман уçланкине янăратрĕç. Çапла иртрĕ физкультурăпа спорт уявĕ.


13 августа 2003
00:00
Поделиться