Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

300-мĕш пепкене чысланă

Çак кунсенче Кăшавăш ялĕнче пурăнакан Олег Михайловичпа Светлана Михайловна Рафановсен çемйинче пысăк савăнăç - ывăл çуралнă. Вĕсен вăл - иккĕмĕш. Районта вара - 300-мĕш пепке. Республикăпа пыракан çемье çулне халалласа районта хатĕрленĕ ятарлă программăпа килĕшỹллĕн çуралнă пепкесене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. "Юбилейлă" пепке хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш документ илнĕ ятпа ЗАГС уйрăмĕнче чыслав ирттернĕ. Телейлĕ çемьене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Князев, районти больницăн тĕп врачĕ В.Рафинов ăшшăн саламланă, асăнмалăх парне панă.


16 августа 2003
00:00
Поделиться
;