Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Ик яла пĕрлештерчĕ кĕпер

Чăркашпа Асаккасси ялĕсене пĕр-пĕринчен çырма уйăрса тăрать. Тарăн пулнăран анса-хăпарма кансĕр Шкула, лавккана, больницăна, почтăна каймалли çул Чăркашсен çак çырма урлă выртнă. Асапланнă вара унччен - шкул ачинчен пуçласа ватти таранах. Çил-тăманра, юр-çумăрта каçма пушшех те чĕр тамăк пулнă. Тинех кунта пурăнакансемшĕн пысăк уяв çитрĕ - икĕ яла пĕрлештерекен кĕпер хывăнчĕ. Кĕпере уçма халăх йышлă пухăнчĕ. ăна хулари Василий атте сăвапланă хыççăн хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Князев сăмах илчĕ. "Сирĕн нушана курман, чун ыратăвне туйман çын çакна туллин ăнлнса илмĕччĕ. Чăннипе вара миçе çул асап, хурлăх кăтартнă вăл кунта пурăнакансене. Сирĕн пысăк йывăрлăхăра татса пама май килтернĕшĕн пĕрле савăнатăп",- терĕ вăл. Çула татах та лайăхлатас тесе çитес вăхăтра тротуар сарасшăн. Иртнĕ çулхи сентябрьте Кỹкеçри ПМК "Водстрой" АУО подряд организацийĕ кĕпере тума тытăннă. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитерессишĕн хытах тимленĕ вĕсем. "Кăçал çу пуçламăшĕнчи çумăрлă кунсене пула ĕç палăртнинчен вăраха тăсăлчĕ",- пĕлтерет "Водстрой" АУОн ертỹçи В.Ильин. Çула хăпартма 1 миллион тенкĕне яхăн укçа кайнă, хальлĕхе пĕрре виççĕмĕш пайне çеç татма май килнĕ. "Водстрой" чăннипех те халăхшăн ĕçлени куç умĕнче,- ял-йышăн шухăш-кăмăлне пĕтĕмлетрĕ А.Князев та. Çак таранччен мĕнле нушаланса пурăннă-ха, тейĕç хăшĕсем. Çапла, чăтнă вĕсем. "1973 çулта аннă чухне урана хуçнипе больницăра уйăх ытла выртса тухрăм. Халĕ те йĕрĕ пур. Кĕпер тутарасчĕ тесе ăçта кăна çыру çырман пуль - усăсăр. Пур çĕрте те укçа çук тенипе çырлахаççĕ. Эпир вара хуть те мĕнле пурăнар. Тавах, пире ăнланакансем, пулăшакансем тупăнчĕç, кунта пурăнакансемшĕн чăн пысăк телей ку",- пĕлтерет ялти мучи. 5-6 çул каялла Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ деятелĕ, телевидени тата киноматографи режиссерĕ Л.Трифонов пуçарнипе, ялти пенсионер Н.Поливанцев тăрăшнипе ĕç пĕчĕккĕн вырăнтан хускалнă. Леонид Павлович топографсене илсе килсе çак çырма проектне тутарма тытăннă. Унăн мăшăрĕ - Чăваш Республикин тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ артистки В.И.Трифонова та, ăçта кăна гастрольте пулса кун пек тарăн çырма курманскер, айккинче юлман, уйрăмах хастар пулнă. Ялта пурăнакан ытти активистсем те тупăннă. Талпăнуллă та тĕллевлĕ ĕçлекен çынсем хăват кỹнĕ те ĕнтĕ кунта. Çакна ял администраци пуçлăхĕ Е.Афанасьев та палăртрĕ. "Çирĕп кăмăллă та сатур çынсем пурри чуна савăнтарать, тăрăшса ĕçлеме вăй парать", - терĕ Евгений Васильевич. Чылайранпа кĕтнĕ, вăл хăçан та пулин пуласса шанса тăнă кĕпере "Çутă кĕпер" ят пачĕç.


16 августа 2003
00:00
Поделиться