Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

"Юрмалана" хутшăнма

Çак эрнере Кỹкеç лицейĕнче вĕренекен О.Ивановапа Н.Рубцова Раççейĕн тĕп хулинче иртекен "Юрмала" фестивале тухса кайрĕç. Иртнĕ уйăхри шăрăх кунсене пăхмасăр, теприсем каникулта хĕвел айĕнче хĕртĕннĕ вăхăтра хĕрсем тăтăшах репетицисене çỹрерĕç. Наташа - Мускаври пĕр студире ăсталăха туптарĕ. Олеся вара нумаях пулмасть йĕркеленнĕ "Тин" ушкăнра юрăсем юрларĕ, клип ỹкернĕ çĕре хутшăнчĕ, О.Малиеева художество ертỹçи патĕнче музыка пĕлĕвĕ илчĕ. Тăватă куна пыракан фестивале Кỹкеç пикисем чăвашла, вырăсла, акăлчанла чĕлхепе çырнă юрăсем хатĕрлерĕç. Олесьăпа Наташăна республика, район ятне çỹле çĕклеме ăнăçу сунатпăр.


16 августа 2003
00:00
Поделиться
;