Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Училищĕре те уяв

Кỹкеçри 27-мĕш професси училищи вĕренекенсене кăçал 24-мĕш хут йышăнчĕ. Кунта ăс пухакансем тĕрлĕ ĕçе хăнăхса пыраççĕ. - Училищĕре пурĕ 490 вĕренекен, вĕсенчен 220-шне кăçал илнĕ,- тет вĕренỹ заведенийĕн директорĕ Г.Ф.Спиридонов. Кунта автомеханиксем (машинăпа çỹреме пултаракансем ĕнтĕ), ял хуçалăхĕнче вăй хуракан тракторист-машинистсем тата çĕвĕçсем вĕрентсе кăлараççĕ. Вĕренме кăмăл тăвакансем питĕ йышлăн иккен. Группăсенче 30-шар вĕренекен пулмалла, заявлени панисем тата та ытларах. Геннадий Филиппович каланă тăрăх, кунта республикăри пур районсемпе хуласенчен те вĕренеççĕ. Лайăх вĕренекенсене çулсерен хаклă парнесемпе е укçан преми парса чыслаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Савăнăçлă линейка вăхăтĕнче кăçалхи премие В.Савинкин, А.Муравьев, А.Сорокина В.Иванова Д.Сидоров тивĕçрĕç, нумайăшне тав туса ырă сăмахпа асăнчĕç. Сăмах май каласан В.Савинкин иртнĕ вĕренỹ çулĕнче чи лайăх вĕренекен ятне тивĕçнĕ, республикăри конкурса та хутшăннă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕн ялавне çĕклеме те вăлах тивĕçрĕ. Çакăн пек вĕренекенсемпе мухтанать те ĕнтĕ училище коллективĕ. Геннадий Филиппович кунта училище уçнăранпах вăй хурать. Малтан аслă мастер пулса тăрăшнă, халĕ тăваттăмĕш çул ĕнтĕ директор лавне туртать. Савăнăçлă линейкăра вăл çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă май пурне те лайăх вĕренсе мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама ырлăх-сывлăх сунчĕ. Директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ А.А.Павлова, В.Савинкин вĕренекен тата ыттисем те сăмах каларĕç. Çапла çак вĕренỹ заведенийĕнче те кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пуçланчĕ.


20 августа 2003
00:00
Поделиться
;