Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Ырă çул пултăр, лицей!

Çап-çутă та хăтлă классем. Хавас кăмăллă учительсемпе кăшт шухăрах ачасем, хумхануллă ашшĕ-амăшĕ... Çакăн пек пулчĕ тунти кун районти мĕн пур шкулта. Ара, сентябрĕн 1-мĕшĕ-çке. Хăшĕсем çав кун пуçласа шкул сукмакне такăрлатма пуçларĕç, теприсем хăйсен "иккĕмĕш килĕпе" сывпуллашма хатĕрленеççĕ. Кỹкеçри лицейшăн кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ - икĕ хут уяв. Унăн - юбилей. Вăл 15 ăрăва хăй çунатти айне йышăнса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма ĕлкĕрнĕ. Кăçал вун улттăмăшне йышăнчĕ. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе иртекен савăнăçлă уява кунта Раççей Федерацийĕн ялавне çĕкленипе пуçларĕç. Унтан вĕрентỹ учрежденийĕн директорĕ Н.В.Вершинина саламлă сăмах каласа пурне те ырă сунчĕ. Наталья Васильевна тăрăшуллă вĕренекенсене Мухтав хучĕпе палăртрĕ, обществăлла ĕçре хастар пулнă классем те директор аллинчен грамотăна тивĕçрĕç. М.Алексеевăпа О.Александрова республика шайĕнче иртнĕ "Çут çанталăк тĕкĕрĕ" конкурсра палăрнишĕн (Марина виççĕмĕш вырăна тухнă, Ольга хастарлĕнчен уйрăлса тăнă) ЧР Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотиллĕ пулса тăчĕç. ăна уявпа район администрацийĕ ячĕпе саламлама пынă, вĕрентỹ управленийĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ О.А.Аристархова пачĕ. Технологи учительне Л.Е.Иванована асăннă министерствăн грамотипе чысларĕç. Вĕрентỹ учрежденине хăйне те парне - 10 футбол мечĕкĕ - тивĕçрĕ. Вăл - РФ Патшалăх Думин депутачĕн А.Г.Аксаковăн ячĕпе. Тепĕр пысăк паллă пулăм - лицея шкул автобусĕ уйăрни. Ишлейри кирпĕч завочĕн директорĕ Н.А.Платонов уява предприяти ертỹçи евĕр мар, вĕрентекен пек пынă. Кунта вăл каратэ секцине ертсе пырать. Район чемпионатĕнче çĕнтернĕ А.Прокопьевпа И.Михайлов хăйсен тренерĕн парнине илме тивĕç пулчĕç.


30 августа 2003
00:00
Поделиться
;