Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Перепиçре хастар ĕçленисене наградăсем

Ĕнер районта паллă пулăм иртрĕ. 2002 çулхи октябрьте пулса иртнĕ пĕтĕм Раççейри перепиçре хастар ĕçленисене наградăсем пачĕç. 136 çын медаль е кăкăр çине çакмалли значока тивĕçрĕç. Чăн та, яллă вырăнсенче килтен киле çỹреме уйрăмах йывăр. Пирĕн район вара çырма-çатрасемпе пуян. Медаль илнисен хушшинче (вĕсем - вăтăр çиччĕн) акă Кивçурт Маркинче пурăнакан Рена Михайловна Юнусована куратăп. Пенсионерка пулин те чи хастаррисен хушшинче. Награда алла илнĕ хыççăн вăл мĕнле ĕçлени çинчен каларĕ: "Эпĕ икĕ ялта перепиç турăм, çулсем япăх, телефон çук, çапах йĕркеллех ирттертĕмĕр. Ку манăн перепиç енĕпе илнĕ виççĕмĕш награда. Унчченхи перепиçсенче значоксем паратчĕç",- пĕлтерчĕ вăл мана кайран. Наградăпа чыслама РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Г.Аксаков, ЧР статистика комитечĕн пуçлăхĕ Ю.К.Марков килнĕ, савăнăçлă пухура çавăн пекех райадминистрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, пуçлăхăн пĕрремĕш çумĕ А.Е.Егорова, статистика пай пуçлăхĕ О.Г.Прокопьева пулчĕç.


03 сентября 2003
00:00
Поделиться
;