Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Архивист кунĕ иртрĕ

Вырăссен "хутсăр çын кăпшанкă евĕр" пĕлтерĕшлĕ каларăш пур. Чăнах та, тивĕçлĕ документсăр халĕ пĕр утăм та тума çук. Документаци ĕçĕсене тĕрĕс, пур нормăна пăхăнса йĕркелесе пыни вара питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă çын шăпине пысăк витĕм кỹрет тесен те йăнăш мар. Сăмахран, кирлĕ хутсемсĕр пенси те сахал килет, çăмăллăхсемпе те усă кураймăн тата ытти те. Хут ĕçĕпе тăрăшакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, хăш-пĕр документа нумай çул упрамалла, ĕмĕр "пурăнаканнисем" те пур. Вĕсем пурте архив сентрисем çинче вырăн тупаççĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун район администрацийĕн ларусен залĕнче ЧР архив ĕçĕсен Комитечĕн председателĕ А.В.Выйкин тата сотрудникĕсем М.И.Осина, Е.А.Андреева, В.В.Цыпленкова пирĕн районта архивист кунне ирттерчĕç. Унта çыру ĕçĕсене йĕркелесе пыракан служба тата ведомствăлла архивсен предприятийĕсемпе организацийĕсем (комплектовани источникĕсем) хутшăнчĕç. А.В.Выйкин каланă тăрăх, Чăваш Енре Республикăн пилĕк архив учрежденийĕ, муниципаллă архивсем - çирĕм пиллĕкĕн. Вĕсенче 1639 çултан пуçласа паян кунчченхи документсем упранаççĕ. Çулсеренех тĕрлĕ материал шыраса 10 пине яхăн çын пырать. Архив фондĕнче 2.5 миллион ытла ĕç ĕмĕрлет. Паллах, çакă истори тĕлĕшĕнчен тишкерес пулсан та çав тери пуян тупра. Паянхи архивçăсен тивĕçĕсенчен пĕри - çак пурлăха çитес ĕмĕрсем валли тĕрĕс-тĕкел упрасси. 1700-1800 çулсенчи алăпа çырнă документсен пахалăхне ырланă май халĕ компьютер технологийĕ çапса кăларакан хутсем упранас тĕлĕшпе вĕсен шайне çитейменнине палăртрĕ Анатолий Витальевич. Е тата авторучкăпа çырнисем темиçе çултанах вуланми пулаççĕ. Çаксем архивçăсен ĕçне йывăрталаççĕ-мĕн. Архив ĕçĕнчи право ыйтăвĕсем тавра М.И.Осина чарăнса тăчĕ. "Ятарлă саккунпа килĕшỹллĕн, вăхăтра сведени тăратман, çавăн пекех документсене упрас правилăна пăснишĕн, хăв тĕллĕн çĕтернишĕн, хутсене кирлĕ пек йĕркелесе пыманнишĕн административлă майпа явап тыттараççĕ",- терĕ вăл. Пирĕн районта 60 организаци комплектовани источникĕ пулсан, вĕсен 25 проценчĕ çеç майлашăнса ĕçлет. Ял администрацийĕсем, хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем, район администрацийĕн хăш-пĕр уйрăмĕсем тата ытти организацисем те ку ĕçе йĕркелештерсе ярайман-ха. Документсене юридици тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелес, вĕсене упранă чух яваплăха туйса ĕçлес тата ытти ыйтусене тишкерчĕç семинар-канашлура. Архив ĕçĕн специалисчĕсем кирлĕ сĕнỹсем пачĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăмăн ертỹçи А.А.Константинов, районти архив уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Г.Корнилова хутшăнчĕç.


06 сентября 2003
00:00
Поделиться