Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Шĕнерпуçĕнче мĕншĕн шыв çук?

Ку ыйту паян Шĕнерпуçĕнче чи çивĕччисенчен пĕри. ăçтан сиксе тухнă-ха çак, килтех, çын çине кăлармасăрах татса памалли ĕç. "Гвардеец" предприяти Ф.В.Борисова каланă тăрăх, хуçалăх балансĕ çинче тăракан шыв башнипе пăрăхсене тытса тăма çулсеренех вырăнти ял администраципе килĕшỹ тунă. Çак документ тăрăх юсав ĕçĕсен хакне çурмалла тỹлеççĕ. Электричествăшăн вара ял администрацийĕ 70, "Гвардеец" 30 процент. Çакăн пек килĕшỹ кăçал та тунă пулин те, январь уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен те ял администрацийĕ хуçалăха пĕр пус та тỹлемен. Çав вăхăтрах предприяти дирекцийĕ электроэнергишĕн пĕтĕмпех хăй, вăхăтра тỹлесе пырать. Директор пĕлтернĕ тăрăх, Шĕнерпуçĕшĕн кăна халĕ ял администрацийĕн вĕсене 40 пин тенкĕ майлă тỹлемелле. Ялта 170 кил, анчах та çак ыйтупа пуху ирттерме палăртсан та 20-25 çынтан ытла пухăнман. Хăшĕсем тивĕçлĕ укçана та тỹлесшĕн мар пек пулса тухать. Ку ыйтупа Фаина Валентиновна ял халăхне тепĕр хут, вырсарни кун каçхине 7 сехет те 30 минут тĕлне клуб умне пухăнма ыйтать. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче ял администраци пуçлăхĕ В.А.Федоров халăхран 26 пин пуçтарнине пĕлтерчĕ, малалла пуçтармаллине список тунине каларĕ. Владимир Александрович электроэнергишĕн тỹлесси çинчен те пĕлтерчĕ. Кунта пĕр киловатшăн 70 е 97 пус тỹлесси çинче калаçса татăлаймаç-ĕ иккен. Халĕ шывпа Шĕнерпуçсем ирхине тата каçхине виçшер сехет çеç усă курма пултараççĕ.


06 сентября 2003
00:00
Поделиться