Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Котельнăй тăвас ĕçпе паллашрĕç

Виçĕм кун Тренккассинче капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Ковалев пулчĕ, унта çĕнĕ котельнăй тăвас ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ. Подряд организацийĕн представителĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Котельнăя тăвассипе çыхăннă пур ыйтăва та тĕплĕн сỹтсе явнă хыççăн Владимир Геннадьевич ĕçе хăвăртлатассипе тимлеме ыйтрĕ. Çапла, котельнăя хута ярассине вăраха тăсмалла мар, часах сивĕ кунсем те çитĕç. Кунта вара тăрăшмалăх пур-ха: бетон сарса пĕтерессинчен пуçласа монтаж ĕçĕсем таранах. Хулари "Сервис" подряд организацийĕн ертỹçи В.Татарчук пĕлтернĕ тăрăх, пысăк ĕçсене ку уйăх пĕтиччен вĕçлемелле. Котельнăя хута яма вара октябрь пуçламăшĕнче палăртаççĕ. Тĕл пулăва çỹлерех асăннă министр çумĕ С.Лекарев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашский бройлер" АУОн тĕп директорĕ В.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Князев, район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ


10 сентября 2003
00:00
Поделиться
;