Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Пĕтĕм Раççей ăмăртăвне

Ытлари кун района ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н.Ю.Партасова килчĕ. Ĕç визичĕ - çитес çул Шупашкарта тата Кỹкеçре иртекен Пĕтĕм Раççейри ялти пиллĕкмĕш спорт вăййисене хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене вырăна çитсе паллашса тивĕçлĕн йĕркелесси. Премьерпа пĕрле Чăваш Ен Правительствин пĕрремĕш çумĕ - ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, ЧР Физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Ю.М..Николаев, ЧР Экономика министерствин инвестици пайĕн пуçлăхĕ В.М.Михайлов, ЧР Строительство министерствин аргстройнадзор пуçлăхĕ В.П.Степанов, "Шупашкар стройпроект" патшалăх проект институчĕн директорĕ Н.З.Киселев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, районти культура тата спорт, çамрăксемпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.С.Гаврилов тата ытти ертỹçĕсем пулчĕç. 2004 çулта Кỹкеç Пĕтĕм Раççейри ялти пиллĕкмĕш спорт ăмăртăвне хутшăнакан спортсменсен пĕр пайне хăйĕн çĕрĕ çинче йышăнать. Н.Федоров Президент физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине кура Чăваш Енĕн тĕп хули Раççейри чи хăтлă та тирпейлĕ хуласенчен пĕри пулнине тата хăнасене кĕтсе илме условисем пуррине те шута илсе пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене кунта пурнăçлама шанаççĕ. Раççей, Европа шайĕнчи ăмăртусене Шупашкар хули кĕтсе илнине эпир хăнăхрăмăр. Кỹкеçре вара пĕрремĕш хут - пирĕншĕн ку пысăк чыс. Раççей шайĕнчи сумлă ăмăртăва хатĕрленессипе, хăйсене тивĕçлипе кĕтсе илессипе района малашлăхра пысăк ĕçсем кĕтеççĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Ю.М.Николаев канашлура пĕлтернĕ тăрăх, вăйăсене Раççейĕн 50 регионĕнчен пĕтĕмĕшле 3 пине яхăн спортсмен килмелле. Спортăн 15 енпе иртмелли вăйăсенчен чылайăшне - Кỹкеçре ирттермелле. Палăртнă вăхăт çитесси кунран-кун кĕскелсе пырать - ĕçĕ вара нумай. Чи калăпăшли - стадиона тĕпрен улăштарса спорт комплексĕ тумалла. Проект тăрăх ăна аванах анлăлатмалла. Спортсменсем чупмалли трасса тăвасси, куракансем лармалли вырăнĕсене йĕркелесси, спортзалсене хăтлăх кĕртесси... Район ертỹçи Анатолий Пантелеймонович каланă тăрăх, хăнасене тĕнчипе палăрнă Шупашкар районĕнчи культура вырăнĕсене çитерсе кăтартассипе туристсен маршрутне йĕркелесшĕн. Чăваш Еншĕн пысăк мероприятисене хамăр тăрăхра ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă республикăн, районăн экономикине татах та мала аталнтарма майсем туса парать, унсăр пуçне хамăра рекламăлама çул уçать. Ку шухăша Чăваш Ен Правительствинчен килнисем те палăртрĕç. "Хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илессипе вăхăта ырана хăвармасăр яваплăха туйса, пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемелле. Эсир ĕлкĕрессе шанатăп",- терĕ Наталья Юрьевна.


10 сентября 2003
00:00
Поделиться
;