Ĕççи - 2003 Çанталăка шан, хăв та...
"Ял хуçалăхĕнче 20 çул ĕçлетĕм, анчах кун пеккине астумастăп",- терĕ аслă çулсенчи пĕр çын. Çапла. Татти-сыпписĕр çумăр çуса тăни кĕрхи ĕçсене ирттерме çав тери чăрмантарать. Тыр-пула пуçтарса илме йывăр. Çулса тăкнă, анчах çапса илейменни çеç мар, вырманни те пучахрах шăтать. Çакă килес çулхи акана тỹрремĕнех пырса çапĕ. Кăçал чаплă вăрлăх акни те, енчен ăна маларах пуçтарса илеймен пулсан, хăйĕн пахалăхне çухатать.
Вăрлăх инспекцийĕ халĕ хуçалăхсенче пур мĕнпур вăрлăха хаклассипе ĕçлет. Тĕрĕслеве пурте тăратман енне пахалăх пирки пĕтĕмĕшле калама иртерех-ха. Çапах, маларах палăртрăм ĕнтĕ, ыррине шанма çукрах. Асăннă инспекци пуçлăхĕ А.Н.Павлова пĕлтернĕ тăрăх, "Атлашевский" кооператив çеç çийĕнчех тĕрĕслеве тăратать. Вĕсен "Аргамак" сĕллин (вăл - суперэлита) шăтаслăхĕ 92 процент, Свердлов ячĕллĕ колхозăн "Безенчукская" кĕрхи ырашăн шăтаслăхĕ начар мар, анчах тасалăх енĕпе кондицие ларман. "Приволжское" вĕренỹ хуçалăхĕн ырашĕ склероциллĕ.
Тырă турттарма машинăсем хире кĕреймеççĕ, çул хĕрринче лараççĕ, унта комбайнсем тухса пушатаççĕ. Тракторпа турттарас - прицепсем кивĕ, техосмотр тухнисем сахал, тракторĕсем те çитмеççĕ. Чылай хуçалăхăн вырнă тырăна епле типĕтесси пирки пуçа ватма тивет. Тыр-пул йышăнакан предприятисем хăйсен пулăшăвне сĕнеççĕ-ха...
Çĕр улми те кăлармалла. Кунта çын çитменни те чăрмантарать. Çавăнпа виçĕм кун район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарлă йышăну тунă. Унта хуçалăх ертỹçисене кĕрхи ĕçсене туса ирттерме укçа-тенкĕ, пурлăхпа техника ресурсне, халăха явăçтармалли план хатĕрлеме хушнă. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе бюджет учрежденийĕсен ертỹçисене вара хăйсен ĕçченĕсене хутшăнтармалли çинчен уйрăм пунктпах палăртса хăварнă.