Ĕççи-2003 Тулайĕ-ши кĕлет кăçал?
Тăтăш çумăр лỹшкенипе халтан кайнă хресчен кĕçнерни кунхи хĕвеллĕ куншăн чунтан савăнчĕ. Вырăнта ĕçсем епле пынипе паллашас тĕллевпе виçĕм кун ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕн çумĕпе В.Г.Васильевпа тата М.П.Александров тĕп инженерпа Ишлей тăрăхĕнчи 9 хуçалăхра пултăмăр. Вырма лаптăкĕ пĕрин тепринчен пысăкрах. Кунсăр пуçне çĕр улми кăлармалла. "Туруновский" кооператив пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăна 870 гектар çинче акнă. Хуçалăхăн директорĕ В.К.Иванова çунтармалли-сĕрмелли материал ыйтăвĕ пуринчен ытла шухăшлаттарать. "Икĕ "Дона" икĕ кун ĕçлеттермелĕх пур",- терĕ вăл. Сăмах май, Тăрăнсем уя икĕ "Дон" кăларнăччĕ. Малтанхи кун та, ытлари кун та ĕçленине пĕлтереççĕ. "Нивăн" моторĕ ваннă та, ăна пуçтарса пĕтернĕ, техçу кĕтеççĕ. Тырăна типĕтме сушилкăсем пур, топливо çеç кирлĕ. Халăха улăм валеçсе панă та, çынсем ăна салатса типĕтеççĕ.
"Слава" кооператив та рабочисене улăм панă. Ишексем нумай çул ỹсекен курăка 2-мĕш хут çулаççĕ. Халăха та парасшăн. Кооперативăн тĕп агрономĕ А.М.Александрова ыраш пĕр 150 гектартан кая мар акма палăртнине пĕлтерет. Комбайнсем хире тухманччĕ. Кашнинех вăл е ку кăлтăк тупăннă. Пĕри ирпе тухса пăхнă, унăн та каялла кĕме тивнĕ. "Кăнтăрла хыççăн тухаççех",- терĕ Акулина Михайловна.
"Прогресс" акционер обществинче икĕ агрегат нумай çул ỹсекен курăка çулать. Турикассипе Лапракасси хушшинчи уйра икĕ комбайн вырать. Кăçех тепĕр икĕ экипаж хутшăнассине пĕлтерчĕç хуçалăх директорĕпе В.А.Васильевпа К.Л.Васильев тĕп агроном. Малтанхи кун Мамăш енчи уйра ĕçленĕ, анчах вăл енче вăйлă çумăр çунине пула кĕçнерни кун вĕсене Янăш тăрăхне куçарнă. "1985 çулта хуçалăхра ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне пĕтĕмпе 16 комбайнччĕ",- аса илчĕ обществăн тĕп агрономĕ. Хăйсен вăйĕпе пĕтерессе шанмаççĕ хуçалăхра, çавăнпа Муркаш районĕнчи "Герой" предприятипе калаçнă. Шурчасем пĕр комбайн пама пулнă.
Асăннă предприяти пулăшăвне "Чурачикский" кооператив та кĕтет. Вăл та ку ыйтăва вĕсемпе хускатнă-мĕн. Хире Чурачăксем виçĕ комбайн кăларнă. "Пĕрре çурă ĕçлет",- терĕ хуçалăх ертỹçи. Пĕтĕмпе вырнă 74 тоннăран 70 тоннăна яхăн Валерий Храмов хăйĕн "Донĕпе" çапса илнĕ. Тепĕр икĕ комбайн тăтăшах ванать. Пĕрне пĕр кун, теприне тепĕр кун тенĕ пек ĕçлеттереççĕ.
"Искра" предприятире виçĕ комбайн вырать, тăваттăмĕш - юсавра. КЗС-25 комплекса кунта хута яманччĕ, юсатчĕç.
"Букет Чувашии" агрофирмăн генеральнăй директорĕ П.А.Клочков та вырмашăн чунтан кулянни калаçăвĕнченех палăрчĕ. Топливо ыйтăвĕ Ишлейсен те ытти хăш-пĕр хуçалăхри евĕрех çивĕч. Шăмат кунпа вырсарни кун ларас марччĕ тесе аш-какай комбиначĕ урлă майлашасшăн. "Топливăна пула ĕç чарăнни хальлĕхе пулман-ха",- терĕ Петр Андреевич. Агрофирмăн Ишлейри филиалĕнче пулсан Çĕрпỹ районне илсе каяççĕ, унта пулсан - кунта. "Сĕлĕ çуррине çухатрăмăр",- пăшăрханать генеральнăй директор. Халĕ тулă тата урпа çапса илме тăрăшаççĕ. Н.А.Авдеевпа (пулăшаканĕ А.Г.Чарков) И.И.Кашигин "хир карапĕсем" Матикасси патĕнче урпа выратчĕç. Унта юлашки гектарсем çеç юлнă, анчах хуçалăхĕпе 700 гектар таран çĕнмелле-ха.
"Пучах" предприятире виçĕ комбайн та уйра. Сĕлĕ çинче. "Тырă турттарма тепĕр машина ярасшăн",- тесе васкаса чупса килчĕ парка хуçалăхăн тĕп инженерĕ. Сĕлĕне "Пучах" кăçал 120 гектар акнă. "Атăл" предприяти те уйра ĕçлет. Лапсарсем мĕн пур виçĕ комбайнран пурне те хире кăларнă. Выракан уй таса, тырă та кунта хитре.
Çапла. Пур çĕрте те тăрăшаççĕ. Хуçалăхсен тĕп ыйтăвĕ вăл - топливо проблеми. Чылайăшĕ ăна пĕр-ик кун ĕçлемелĕх тупкаласа-сыпăнса пырать. Нумайăшĕ бюджет ссудине кĕтет. Иккĕмĕш çăкăра илсен, ăна шкул ачисене кăлаттарма ĕмĕтленеççĕ. Чылайăшĕ калаçса хунă ĕнтĕ. Чурачăксем "иккĕмĕш çăкăра" алăпа кăларассине пĕлтерчĕç. Вĕсен пурĕ 4 гектар. Нумаях мар пек те, анчах кĕреçепе тапаçланмалăх пур.