Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Хăнара - ентешсем

Сентябрĕн 5-6-мĕшĕсенче пирĕн районта Раççей Федерацийĕн оборона министерствин хамăр тăрăхран тухнă офицерĕсемпе шкулсенче пулса çак вĕренỹ çулĕнче вĕренсе тухакан классемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Г.А.Викторов запасри подполковник, халĕ Мускав облаçĕнчи Краснознаменск хулинче пĕр строительство фирминче ĕçлет. П.М.Иванов полковник - юридици наукисен докторĕ, Мускавра ĕçлет. Иккĕшĕ те пирĕн районта çуралса ỹснĕ. Вĕсем Кỹкеçри лицейпа пĕрремĕш шкулта, Ишлейри, Атайкассинчи, Тутаркассинчи, Тренккассинчи тата Шемшерти шкулсенче пулчĕç. Кăçал иртнĕ çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" 35- мĕш ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ Çĕньялсемпе Тренккасси шкулĕсен командисем сентябрĕн 5-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ офицерсен савăнăçлă пухăвне хутшăнма тивĕçнĕ. Пирĕн районта хăнасемпе пĕрле район администраци пуçлăхĕн çумĕ, халăха социаллă хỹтлĕх парас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ А.А.Константинов, çар комиссариатĕнчи 2-мĕш пай пуçлăхĕ А.Г.Салмин подполковник, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Г.В.Николаев, унăн çумĕ К.В.Фаизова пулчĕç. Мероприятие вĕçленĕ май тунă пĕтĕмлетỹре çакăн пек тĕлпулусем çамрăксене патриотла воспитани парса ỹстерес енĕпе пысăк усă панине палăртрĕç пухăннисем.


12 сентября 2003
00:00
Поделиться
;