Уй-хир тулли тырри-пулли
Пирĕн пурнăç, çакна пур чухне те ăша илме тăрăшмастпăр пулин те, хресчен ĕçĕнчен нумай килет. Вăлах пире тăрантарать, тумлантарать. Анчах та хисепре-ши унăн ĕçĕ паян? Малтанах çумăрĕ çуса уй-хире лайăх шăварчĕ , унтан ăшши те пулчĕ. Халĕ вара ăнса пулнă тыр-пула пуçтарса илме çăмăл мар. Техника киввисĕр пуçне кун урлă тенĕ пек çумăр çуса тăрать. Комбайнсем ана çине кĕреймеççĕ.
Иртнĕ юн кун çỹлтен тумламаннипе усă курса "Гвардеец" унитарлă предприятире пулма тỹр килчĕ. Ура çинче тăпăл-тăпăл хуçалăхсенчен пĕри вăл районта. Малтанах калаçса татăлман пулин те, телее Ф.В.Борисована, хуçалăх директорне тỹрех тĕл пулма май килчĕ. ăнланмалла, вăхăчĕ питĕ хĕсĕк халĕ вĕсен, чăрмантарма та аванах мар, апла пулин те Фаина Валентиновна çыравçăсемпе кăштах калаçма вăхăт тупрĕ.
- Пурнăç çапла вĕт вăл, нихăçан та сарă кун çĕршывĕнчи пек килмест. Кăçал, авă, вырмана виçĕ комбайн кăлартăмăр, анчах та вĕсем те йĕпе-сапана пула ĕç кунĕпе туллин усă кураймаççĕ. Май килнĕ таран маларах типĕ вырăнсене вырма тăрăшатпăр.
- Фаина Валентиновна, тырă вырма çеç мар, кăçал выльăх апачĕ хатĕрлеме те питĕ йывăр пулчĕ вĕт-ха. Нумай хуçалăхра таса та лайăх пахалăхлă утă хатĕрлеймерĕç.
- Çывăрма выртсан та ыйхă килмест тепĕр чухне. Вăранса кайсан та пуçра çав шухăшсемех. Анчах та кирек епле лару-тăруран та ыррăнах тухма май пур тени тĕрĕсех иккен. Юнашарах шанчăклă çынсем пурри чăнахах та пурнăçри телей. Пĕррехинче мана А.Н.Борисов çĕнĕ сĕнỹ пачĕ. Малтанлăха унпа усă курма май çук пек те туйăнчĕ, анчах та лайăх шухăшласа пăхнă хыççăн эпир тĕрĕсех ăнкарни палăрчĕ. Кĕске вăхăтрах вара симĕс, лайăх пахалăхлă утă хатĕрлеме пултартăмăр.
Халĕ тата тырă вырнипе пĕрлех кĕрхи вика, тулă, сĕлĕ, урпа акнă уя çулса сенаж тăватпăр. Сăмах май В.Г.Петров, В.Л.Лукин слесарьсемпе Ю.Н.Павлов сварщике тав сăмахĕ калас килет. Иртнĕ çул илнĕ УПРК "Рос" вырмалли агрегата хамăра май ĕçлемелле çĕнетрĕç вĕсем. Утă, улăм тата силос, сенаж тиемелли икĕ пысăк сенĕк хатĕрлерĕç. Кăçал та курăк вырмалли тепĕр çĕнĕ агрегат "Волга" илтĕмĕр. Мĕн енчен лайăх вăл? Выртнă курăка малтан чавса çĕклет те вырса илет.
Кăçал пилĕк гектар çинче пăрçа çитĕнтертĕмĕр, çухату сахалтарах пултăр тесе ăна алăпах çултăмăр, гектартан 22 центнер ытларах пуçтарса илтĕмĕр,- калаçăва хутшăнать тин çеç уйран çитнĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ И.В.Александрова.
Уяр кунсенче ирхине пилĕк сехетрех ĕçе тытăнаççĕ хуçалăхра. Çавăн пек кунсенче кунне виçĕ хут апатлантараççĕ ĕçлекенсене. Ир-каç тỹлевсĕр, кăнтăрлахи - йỹнĕ хакпа.
- Шкул ачисем те питĕ нумай пулăшрĕç кăçал,- калаçăва малалла тăсать Фаина Валентиновна. - Çитмĕл ытла ача Шупашкар, Кỹкеç, Тренккассипе Шĕнерпуç шкулĕсенчи вĕренекенсем тĕрлĕ ĕçре тимлерĕç. Аслăрах классенче вĕренекен арçын ачасем ĕне ферминче юсав ĕçĕсем ирттерчĕç, тасатрĕç, сăрларĕç. Ыттисем утă хатĕрленĕ çĕрте, кăшман çинче, йĕтем çинче вăй хучĕç.
Е. Чепуновапа И.Самарина фермăра пăру пăхнă, ĕне те сунă. Р.Кириллов, С.Деминов, Н.Дмитриев кĕтỹ кĕтнĕ. Çамрăксене çапла ĕçе хăнăхтарнăшăн "Гвардеецсене" пирĕн çеç тав тумалла.
Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ. "Гвардеецсем" кашни çулах шкул ачисене хăйсен хуçалăхне хаваспах йышăнаççĕ. Кунта вĕсен лайăх ĕçлесе илме те, канма та май пур. Кăçал та пин те пилĕкçĕр тенкĕрен пуçласа икĕ пин ытла ĕçлесе илнĕ, унсăр пуçне ĕçре ытларах палăрнисене парнепе е укçан преми парса чыслаççĕ. Çулсеренех Шупашкара е урăх хулана экскурсие илсе каяççĕ. Кăçал та икĕ хут Шупашкарта пулнă. Каникул вăхăтĕнче ачасемпе пĕрле Шĕнерпуç шкулĕнче вĕренекен В.К.Леонтьева учительница, хуçалăхри З.В.Павловапа А.В.Васильева звеньевойсем ĕçленĕ.
- Фаина Валентиновна, сирĕн уйра халĕ виçĕ комбайн вырать, вĕсем те "çамрăк" мар ĕнтĕ. Хăвăр вăйпах вырмана вĕçлеме шутлатăр-и?
- Хир карапĕн командирĕсем ĕçре пиçĕхнĕ специалитсем, вĕсене шанма пулать. А.П.Александров, Р.А.Софронов, А.В.Федоров хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ. Техника çеç ура ан хутăрччĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, çĕр ĕçченĕн ĕçне хисеп хума пăрахрăмăр. Пур ĕçне те вĕсем çине çеç тиерĕмĕр халĕ. Анчах та вĕсем хушшинче пурин çине те алă сулса хуçалăх тилхепине хавшатнисем пур пулин те, "Гвардеец" пек хуçалăхра пулнă хяççăн эпир чăнахах та малаллах аталанса пынине, пурнăç тути-масине пĕлнине ĕненес килет.