Ваттисен Ccedilурч&Ĕ килĔшнĔ
Чăваш Республикинче, унсăр пуçне Шупашкар районĕнчи Хыркассинче РФ ĕç-хĕл министрĕ А.Починок пулни çинчен “Тăван Ен” пĕлтернĕччĕ. Вăл кунта “Ĕç сыхлавĕ” ыйтупа пĕтĕм Раççейри конференци ирттернĕ. Чăваш Енре вăл пĕрремĕш хут мар. Пирĕн çĕр-шывпа малалла паллашнă май вăл хальхинче Хыркассинчи (ял администраци центрĕ) ветерансен çуртне çитсе курчĕ.
Ветерансен çурчĕ умĕнче графикпа пăхнă пекех 16 сехет çурăра Н.Федоров Президента, РФ министрне А.Починока, РФ Патшалăх Думин депутатне А.Аксакова, ЧР социаллă хỹтлĕх министрне П.Краснова Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Князев, социаллă пай пуçлăхĕ А.Константинов, ыттисем хапăл туса кĕтсе илчĕç.
Хыркассинчи ветерансен çурчĕ çинчен çырнăран вулакан пĕлет-тĕр. 15 çын пурăнать хăтлă çуртра. Çыннисем аслă çулсенче пулсан та тăрăшуллă, ĕçчен, çавăнпа пурнăçĕпе те кăмăллă. Вĕсене ывăна пĕлмен Валентина Сидорова ертсе пырать. Вĕсем хăйсен пысăк хуçалăхне епле тытса пынине, вĕсен ырă пурнăçне Александр Петрович Починок та пысăка хурса хакларĕ. “Совет Союзĕ вăхăтĕнче, ас тăватăп, 1000 çын валли туса лартнă ветерансен çуртĕнче пулнăччĕ - ваттисене валли тунă чăн-чăн комбинат- килĕшмерĕ вăл мана. Лайăх ваттисен çурчĕ вăл сахал çын пурăнакан, ăш-пиллĕ çурт пулмалла”,- палăртрĕ вăл.
Президент хушса хучĕ: “Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, кунашкал çуртсенче çынсем 7 çул ытларах пурăнаççĕ”. Шăпах çакна сунчĕç те хăнасем ватăсене каяс умĕн: “Хăвăр мĕн чухлĕ пурăнас тетĕр, çавăн чухлĕ, тата 7 çул ытларах пурăнăр”. Николай Васильевич ватăсене нумай ырă сăмах каларĕ, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнелерĕ. Каярахпа крыльца çинче пĕрле тăрса #7928керттерчĕç (фото).
P.S. А.П.Починок пирĕн патран суйланнă А.Г.Аксаков депутатăн ĕçĕ-хĕлне пысăка хурса хаклать. Шупашкар хула аталанăвне, илемлĕхне палăртать. Хăй тепĕр эрнерен Чăваш Ене тепĕр хут килессине пĕлтерчĕ, сентябрĕн 22-23-мĕшĕсенче пысăк пуçлăхсем кунта татах килмелле, анлă мероприяти иртет.