Шупашкар районĔ пĔтĔм раÇÇейри конференцине килнĔ ертỹÇ
Чăваш Енре ĕнер тата паян пĕтĕм Раççейри “Яллă территорисене аталантарас енĕпе тытса пыракан патшалăх политикине пурнăçласси çинчен”. Чăваш Республин тĕслĕхĕ” темăпа анлă конференци иртет.
Кунта Раççей Федерацийĕн икĕ вице-премьерĕ А.Гордеев тата Г.Карелова тата ĕç-хĕл министрĕ А.Починок, Пенси фончĕн пуçлăхĕ М.Зурабов, вĕрентỹ сывлăх сыхлав; культура министрĕсен заместителĕсем, федерацин ытти органĕсен представителĕсем, Раççейĕн çитмĕле яхăн регионĕнчен ертỹçĕсем килчĕç.
Вĕсем тĕп хуласăр пуçне тата 6 районта пулса курнă. Шупашкар районне килнĕ ушкăна ЧР Министрсен Кабинечĕн 1-мĕш вице-премьерĕ М.Игнатьев ертсе çỹрерĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Князев йышăнчĕ. Вăл тăватă çĕрте: Хыркассинчи ветерансен çуртĕнче, Тренккассинчи вăтам шкулта, “Чувашский бройлер” предприятире тата тĕп больницăра пулчĕ. Тĕплĕнрех çитес номерте каласа парăпăр.
В.СОРОКИН.
* А.Князев тата М.Игнатьев хăнасене Хыркассинчи ветерансен çурчĕ патĕнче кĕтсе илнĕ чух; аякран килнĕ ертỹçĕсем.