Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ПĔччен ыйхă Çапма, эртелпе - ĔÇлеме

“Вĕсем килни чăн çăлăнăçах”,- чунтан хăпартланса пĕлтерчĕ “Чурачикский” кооператив директорĕ И.К. Филиппова Муркаш районĕнчи хăйсемпе кỹршĕллĕ “Герой” предприяти пулăшăвĕ пирки. Тулли пучахне уснă тыр-пула кĕлете кĕртме васкамалли самантра хушма пĕр комбайн пурри те паха, кунта вара пилĕк экипаж таран уйăрса панă. Экипажсем пĕрин хыççăн тепри сарă тулă каçалăкне ансăрлатаççĕ. 140 гектар лаптăкран нумаях та юлман. Юнашар хирте вырăнти комбайнер Валерий Храмов урпа вырать. Водительсем тырăна йĕтем çине турттараççĕ. Пулăшу кĕтекен хуçалăхсем татах пур-ха. Акă хăйсенне вырса пĕтернĕ “Атлашевский”, “ЧувашАгроМаркет”, “Дружба” - “Чăваш бройлерĕ” акционер обществине, “1-ое Мая”, “Туруновский” хуçалăхсене пулăшмалла. Пĕччен ыйхă çапма, эртелпе ĕç тума лайăххине пурте ăнланаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ĕççи вăхăтĕнче бюджет организацийĕсен представителĕсем те хирте. Сăмах май, ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн специалисчĕсем темиçе кун ĕнтĕ “ЧувашАгроМаркет” компани уйĕнче çĕр улми пуçтарчĕç. Сывлăха сыхлас ĕçре тимлекенсем те хирти ĕçрен пăрăнмаççĕ. Акă “Районти тĕп больница” муниципаллă учрежденири шурă халатлисем кĕçнерни кун “ЧувашАгроМаркет” предприятире çĕр улми пуçтарнă, суйланă. Пурĕ 53 çын. Ĕнер те тухса кайнă. “Пирĕнтен чылайăшĕ ялта çуралса ỹснĕ, çавăнпа эпир ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшма хавас”,- терĕ учрежденин тĕп врачĕ В.В.Рафинов. Культура ĕçченĕсем те çак яваплă тапхăрта кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Райадминистрацин культура пайĕнче тăрăшакансем çеç мар, ялти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те хирте. Шкул ачисем вара чылайăшĕ пĕр эрне çĕр улми çинче тимленĕ. Вĕсем, малтанласа палăртнă тăрăх, 70 тонна çĕр улми, 50 карçынкка пан улми ĕçлесе илнĕ. Уя тухманнисем пĕтĕмпе те тăватă шкул çеç юлнă. * Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев (сулахайри) тата “Чурачикский” кооператив директорĕ И.К.Филиппова (сулахайран виççĕмĕшĕ) пулăшма килнисен пĕр ушкăнĕпе.


27 сентября 2003
00:00
Поделиться
;