Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

НихÇан манăÇми Çулсем

Вăхăт шăвать, сисĕнмест те. Çапах та аса илес-тĕк, юлашки 10-15 çул хушшинче Раççей, уйрăммăн Чăваш Ен унпа пĕрле Шупашкар районĕ те мĕнле хăрушă авăртан çăлăнтăмăр. Ку ахăр саманана историксем каярахпа тĕрĕсрех те, тĕплĕнрех те çырса кăтартĕç-и, тен, анчах паянхи кун паллă ĕнтĕ, чăнкă çыран хĕрринчен майĕпен-майĕпен айккинелле иртсе пыратпăр. Истори катаклизмĕсем вăхăтĕнче сиксе тухакан граждан вăрçи, выçлăх тата ытти хăрушă инкекрен, мухтав Турра, хăтăлатпăр. Паллах, кунта иртнĕ çулсенчи пăтăрмахăн сăлтавĕ: мĕншĕн пысăк патшалăх СССР саланса ун вырăнне 14 тĕрлĕ патшалăх пулса тăни çинчен çăвар та уçасшăн мар. Нумай япалан йăнăшне е тỹрĕлĕхĕпе илемне вăхăт, халăх, тĕнче хăй татса парать. Ахăртнех, кунта шăпах çавнашкал пулчĕ те ĕнтĕ. Пуринчен ытла пирĕншĕн ыттисемпе пĕрле хамăрăн тăван çĕршыв - Чăваш Ен - хирĕç -тăруллă вăхăтран чыслă: лăпкăлăхпа тăнăçлăх çунатти айĕнче упранса тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен паян та хăш-пĕр регионта, нумай чухне ертỹçĕ-пуçлăхсене пулах, бюджетниксен ĕç укçинчен пуçласа çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх таранчченех инкек-синкекпе тарăхаççĕ. Чи малтанах кунта 1991 çулта хамăр республикăра президент посчĕ е институчĕ туса хуни çинчен каламалла-тăр. Анчах çыннине хăйне ку должноçа суйласа лартаймарăмăр. Тен, кунта, президентлăх 10 çул тултарассине халалланă конференцире Н.И.Володина каланă пек, турри хăй упрарĕ-и, анчах кандидатсенчен Атнер Хусанкай та, Леонид Прокопьев та саккунра палăртнă 50 процентлăх чăрмава илеймерĕç. Ун хыççăн президент постне пĕтерсе те пăхрĕç, çапах 1993 çулхи пăлхавччен депутатсем ăна çĕнĕрен саккуна кĕртрĕç. Унччен маларах СССР халăх депутачĕ тата Раççей юстици министрĕ пулнă Н.В.Федоров Ельцин президентăн политикипе килĕшмесĕр отставкăна кайнăскер, çитес суйлава хутшăнма кăмăл турĕ. 1993 çулхи декабрьте иртнĕ суйлавра çĕнтерсе вăл пирĕн пĕрремĕш Президент пулса тăчĕ. Унтанпа кăçех 10 çул çитет. Ку дата çак йывăр вăхăта аса илсе сỹтсе явмашкăн питĕ меллĕ событи. Асăннă конференцире шăпах районăн, республикăмăрăн кун-çулне сỹтсе явни пулчĕ. Преидент Администрацийĕн ертỹçисĕр - Наталья Ивановна Володинасăр пуçне тĕп хуларан пирĕн пата конференцине вĕрентỹ министрĕ Г.П.Чернова, хамăр патăмăртан суйланнă Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Г.Г.Васильев, В.И.Николаев, А.В.Бородавин, ЧР Наци академийĕн представителĕ, педагогика наукисен докторĕ И.В. Павлов профессор килнĕ, çавăн пекех район общественноçĕн сумлă представителĕсем: ертỹçĕсем, депутатсем, ветерансем. Конференцине Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев ертсе пычĕ, районăн вунă çуллăх аталанăвĕ çинчен пысăк доклад турĕ. Унтан сăмах Н.И.Володина илчĕ. Вăл республикăри çак тапхăрти лару-тăрăва политикăпа экономика, социаллă пурнăç енчен сăнласа пачĕ. Витĕмлĕ нумай тĕслĕхсем, танлаштарусем илсе кăтартрĕ. Г.Г. Васильевпа В.И. Николаев депутатсем хăйсен енчен юлашки вăхăтра тĕрлĕ сферăра, çав шутра ялта, улшăнса пыракан пурнăç çинчен каларĕç. И.В.Павлов профессор (сăмах май, ентеш), Шорккари ветерансен çурчĕн ертỹçи О.Н.Дмитриева ыттисем тухса каларĕç. Пуху хыççăн конференци делегачĕсемпе калаçрăм. Вĕсем çинчен малашнехи номерсенче каласа парăпăр. * Мероприяти вăхăтĕнче “Шупашкар районĕ: ĕнер, паян, ыран” ятпа курав-ярмаркка йĕркеленĕ. Сылтăмран сулахаялла: Н.И.Володина, А.П.Князев, Г.Г.Васильев “Приволжское” учхозăн ларекĕ патĕнче.


04 октября 2003
00:00
Поделиться