Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Шанчăк сỹнес вăхăтра - газ

Хыркасси ял администрацине кĕрекен Типнерпе Чулкасси ялĕнче пурăнакансем кăвак çулăм пирки тахçанах ĕмĕтленме пуçланă. 1984 çулта ĕç калаçу шайĕнчен çĕкленсе те пăхнă, анчах вĕçне-хĕрне тухса пĕтеймен. Кĕçнерни кун вара унта çут çанталăк газĕ çитрĕ. Уйрăм çынсен çурчĕсенче çунма пуçламан пулин те çывăх кунсенче икĕ ялти 92 кил çĕнĕ ырлăха туйса илĕ. 20 çула яхăн иртсен малтанхи калаçу пурнăçланасса, тен, шанман та пулĕ хăшĕсем. Ара, виçĕ уйăх çурăра ĕç-пуçа вĕçлеме пултарнă та. Подрядчик пулса тулли мар яваплă “Лидер” общество тимленĕ, Çĕнĕ Шупашкарти “Межрегионгаз” организаци те хăйĕн тỹпине хывнă. Кăвак çулăм илсе çитерессишĕн Ю.Г.Борисов пенсионер самай çине тăнă. “Газ ыйтăвне çынсем пĕррехинче хускатрĕç,- терĕ Юрий Гурьевич. - Хăйсем йĕресле”. Мĕншĕн ĕçе кỹлĕнес мар? Çапларах шухăшланă вăл. Республика Президенчĕ икĕ çул хушшинче ялсене газ илсе çитересси çинчен программа йышăнни те Типнерсемпе Чулкассисене газлă пулма май панă. Асăннă тăрăха газ çитнине халалласа пуçтарăннă хăйне евĕр уявра çынсем йышлăччĕ. Ачи-пăчинчен пуçласа аслă çулхисем таранах. Пухăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, подряд организацийĕн ертỹçи Г.М.Михайлов, ял администраци пуçлăхĕ В.В.Столяров сăмах каларĕç. Ял халăхĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Г.Аксаков та савăнчĕ. Пысăк хăна кашни кун килменнипе ачасем Анатолий Геннадьевича сырса илчĕç, асăнмалăх автографсем ыйтрĕç. Сăмах май, Анатолий Геннадьевич вăл кун Типнере çитиччен нумай çĕрте пулнă. Ун çинчен çитес номерте каласа парăпăр. * А.Г.Аксаковпа А.П.Князев Типнерте газ чĕртеççĕ.


04 октября 2003
00:00
Поделиться
;