Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Новость без заголовка

Çак ỹкерчĕкре “Ольдеевская” агрофирмăн тĕп агрономне А.А.Самаркина куратăр. Теплица хуçалăхĕ ăнăçлă аталанса пынинче унăн тỹпи те пысăк. Кăçал паянхи кун тĕлне, сăмахран, предприяти 7150 тоннăна яхăн е пĕлтĕрхинчен 330 тонна ытларах пахча-çимĕç пухса илнĕ. Хальхи вăхăтра агрофирмăра пахча-çимĕç лартса ỹстермелли çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ. Çавна май вăрлăхсемпе удобренисем, торф çителĕклĕ илсе килнĕ, çĕрсене сухалаççĕ, тĕрлĕ чирсемпе хурт-кăпшанкăсене хирĕçле профилактика ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Паллах, тĕп агрономăн нихăçан та пушă вăхăт çук, Алексей Александрович цехсенче, агрономи службинче тăтăшах пулать, хальхи çĕнĕ технологисемпе интересленет. Çакна палăртма кăмăллă: А.А.Самаркина нумаях пулмасть Шупашкар районĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.


08 октября 2003
00:00
Поделиться
;