Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Профсоюзсем ч&#276р&#276лсе в&#259й иле&Ccedil&Ccedil&#276

Ман ăнланупа, профсоюз вăл - ĕç çыннине хỹтĕлекенĕ. Чăннипех те çакăн пек-ши, хăйĕн “çунатти” айне илнисемшĕн кар тăма хатĕр-и? Çак ыйтăва эпĕ агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председательне А.И.Смирнова патăм. - Чăннипех те,- терĕ Алексей Иванович, - пирĕн тивĕç вăл - ĕç çыннисене хỹтĕлесси. Çакна эпир чи малтанах коллективлă килĕшỹ урлă туса пыратпăр. - Алексей Иванович, темиçе çул каяллахи профсоюз организацийĕсем хальхи вăхăтрисенчен уйрăлса тăнă-и? - Халĕ ирĕклĕрех, малтанхи евĕр хушса-вĕрентсе тăмаççĕ. Профсоюзсен хăйсен вăйне ирĕклĕ пулнипе кăтартмалла. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те эпир хамăр тĕллĕн майлашса пурăнатпăр. Ку енĕпе никам та пулăшмасть. Хăш-пĕр предприятисем профсоюз взносне вăхăтра куçарса пыраймаççĕ. Тăрăнсен, акă, парăмĕ 7-8 пине çитсе кайнă. Ун пеккисемпе эпир виçĕ енлĕ килĕшỹ туса ĕçлетпăр. Калăпăр, вĕсем хăйсен продукцине суту-илỹ предприятийĕсене вырнаçтараççĕ те, укçана, парăм шучĕпе, пирĕн пата куçараççĕ. - Профсоюз организацийĕсем пур çĕрте те пур-и? - Ял хуçалăх предприятийĕсенчен ытларахăшĕнче ĕçлеççĕ. Хăш-пĕрисенче профсоюзсем питех активлă мар. Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра 10 çул ĕнтĕ çук. Çакă колхоз председателĕ А.Н.Пушкин хирĕç тăнине пĕлтермест, пуçаруçăсем çук. Пĕр çыннăн хăйĕн аллине илсе ĕçе вĕçне çитермелле çеç. 2002 çулта “27-мĕш професси училищи” учрежденире профсоюз çĕнетрĕмĕр. Мĕншĕн тесен унтан çыннисем заявлени парса тухман. Пирĕн пуçарăва училище директорĕ Г.Ф.Спиридонов хапăлласах йышăнчĕ. Председатель пулма унта В.А.Борисов преподавателе суйларĕç. “Атăл” ял хуçалăх предприятийĕнче тĕрлĕ сăлтава пула профсоюз ĕçне япăхлатнă пулнă, анчах халĕ унта та çĕнĕ варкăш сисĕнет. Профом председателĕн лавне туртма Д.Е. Петухов тĕп энергетика шанчĕç. - Алексей Иванович, ĕç çыннисене епле хỹтĕлемелле? Профсоюз лидерĕсем ĕç паракансен йышĕнчен пулни рабочисемшĕн лайăх япалах-ши вăл? - Ĕçлекенсен интересне мала кăларас тĕллевпе предприяти дирекцийĕпе профсоюз комитечĕ пĕрлехи ĕç килĕшĕвĕ йышăнаççĕ. Унта кама мĕншĕн хавхалантармалли, хăçан пулăшмалли таранах пăхса хăвараççĕ. - Хут чăтать теççĕ-и-ха? Çырса тултарма пулать пуль, анчах килĕшỹре палăртнă пунктсене пурнăçа кĕртме май килет-и? - Енчен палăртса хăварнă пулсан, тумаллах. Пĕр тĕслĕх çеç илем. Кадыков ячĕллĕ кооператив. Унта питĕ лайăх килĕшỹ тунă. Экономика тĕлĕшĕнчен лару-тăру çăмăл тееймĕн. Апла пулин те пăхса хăварнине пурнăçлаççĕ. Унта çамрăксене те, аслисене те манмаççĕ. Туй тавраш валли автобус уйăраççех, О.М.Никитин директор та паллă кунпа саламлама вăхăт тупатех. Коллективлă килĕшĕве пурнăçа çывăх йышăнмалла, мĕн валли май пуррипе мĕн валли хевте çукраххине шута илмелле. - Халĕ те, темиçе çул каяллахи пек, рабочисем канма-савăнма май тупаççĕ-и? - Хĕлле çитсен театра кайса спектакль кураççĕ. Ачасем валли Çĕнĕ çул парнине те профсоюз урлă туянаççĕ, уявсем ирттереççĕ. “Чебоксарскагропромтехсервис” производство фирми ачасене Çĕнĕ çул ячĕпе Шупашкарти бал-маскарада ярассине те йĕркелет. Массăллă мероприятисем ирттерессинче профсоюз организацийĕ пурри предприяти ертỹçисене те пулăшу. - Профсоюз организацийĕ епле ĕçлесси унăн малти урапине кам кустарнинчен те нумай килет ĕнтĕ. Еплерех хакланă пулăттăр профсоюз организацийĕсен ĕçне? - Чи лайăх профсоюз комитетне палăртма конкурс та ирттеретпĕр. Районта пĕлтĕр пĕрремĕш вырăна “ЧАПТС” производство фирмин профкомĕ тухнăччĕ. Ертỹçи - Г.Н.Николаев. - Ытти пуçламăш организацисенчен унти мĕнпе уйрăлса тăрать? - 100 процентлă йышпа, халăхăн интересĕсене хỹтĕлеме май паракан коллективлă килĕшỹпе, массăллă мероприятисене ирттернипе. Ленин ячĕллĕ кооперативри профком организацийĕпе (Т.Г.Ерлакова) “Атлашевский” ЯХКри (Ю.Н.Васильев) те районта палăрма пултарчĕç. Уйрăм ертỹçĕсенчен Куйбышев ячĕллĕ кооперативри Г.Н.Назарована, “Прогресс” акционер обществинчи А.П.Ефимова, “Пучах” колхозри Н.Л.Щербакована, “Слава” ЯХПКри Б.Г.Григорьева асăнмалла. Вĕсем хăйсен ĕçĕшĕн пĕр пус та илмеççĕ. Ишексен профсоюз лидерĕ питĕ хастар. Ун пек çынсем пĕр 5 çын пулсан... - Алексей Иванович, профсоюз юхăмне пĕтĕмĕшле епле хак пама пулать? Халĕ чĕрĕлỹ тапхăрĕ-ши е аталану? - Чĕрĕлỹ. Пирĕн чи малтанах профсоюз вăйне халăх шанассине, ĕненессине тавăрмалла.


11 октября 2003
00:00
Поделиться