УчилищĔре - ÇĔнĔ трактор
Çапла, Кỹкеçри 27-мĕш номерлĕ професси училищине хальхи йышши çĕнĕ трактор - МТЗ-1221 пачĕç. Тỹрех палăртар: ун пекки районта - “Атлашевский” кооперативра çеç.
Мĕншĕн-ха çакăн пек хăватлă та хаклă трактор панă, ыйтĕ вулакан. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть: заводсем те çĕнĕ, Европа шайĕнчи техника та кăларма тăрăшаççĕ. Акă, Минскри трактор завочĕ Раççее хальхи вăхăтри “Беларусьсем” тăратать. Вĕсемпе ĕçлеме вара специалистсем кирлĕ. Кỹкеçри училищĕре шăпах ял хуçалăх валли механизаторсем вĕрентсе кăлараççĕ. Ку çеç те мар, ЧР Вĕрентỹ министерстви республикăри виçĕ ПУ никĕсĕ çинче (çав шутра - Кỹкеçринче те) тракторист-машинистсен пĕлĕвне ỹстермелли вĕрентỹ центрĕсем уçасшăн. Ун пек чухне чăн-чăн тракторсăр ниепле те май çук.
Училищĕне трактор панă ятпа савăнăçлă линейка иртрĕ. Унта ПУ директорĕ Г.Ф.Спиридонов Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ял хуçалăхĕнчи трактор паркне çĕнетес тĕллевпе йышăннă программăпа килĕшỹллĕн училищĕре вĕрентỹ центрĕ уçма палăртнине, çавна май тракторпа, кирлĕ пособисемпе тивĕçтернине палăртрĕ, çĕнĕ техника килнĕ ятпа вĕрентекенсемпе вĕренекенсене саламларĕ.
Савăнăçлă линейкăра çавăн пекех ЧР Вĕрентỹ министерствин тĕп специалисчĕ А.И.Степанов, “Белпросервис-центрĕн” директорĕ А.П. Ильгачев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн начальникĕ В.Н.Мустаев сăмах каларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç. Владимир Николаевич район администрацийĕн пуçлăхĕн А.П.Князевăн тав çырăвне вуласа пачĕ. Унта училищĕре ял хуçалăхĕ валли механизаторсем вĕрентсе кăларассине лайăх йĕркеленине, коллективлă хуçалăхсене пахча-çимĕç, тымар-çимĕç пухса кĕртме пулăшнине палăртнă. В.Н.Мустаев училищĕне парне пачĕ.
* Акă вăл - çĕнĕ трактор.