ĔÇри хăрушсăрлăха пысăкран та пысăк тимлĔх
- Ĕçре сусăрланасси çулсерен чакса пырать, анчах та вăл яланах аялти шайра пултăр,- терĕ Чăваш Республикин Правительство председателĕн çумĕ - социаллă политика министрĕ Петр Степанович Краснов Ĕçри хăрушсăрлăх енĕпе тимлекен республикăри ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвне уçнă май. Чăн та, юлашки вăхăтра пирĕн республикăра та, районта та производство травматизмне чакарас тĕлĕшпе сахал мар тăваççĕ. Анчах çав- çавах çителĕксĕр курăнать-ха. Ĕçре аманакансем нумай, шел пулин те хăш чух вилекенни те пулать. Пирĕн районта та, сăмахран, пĕр çын та пулин ĕçре кашни çулах вилет.
Комиссин ĕнерхи ларăвĕнче вăрман хуçалăхĕнче тата ял хуçалăхĕнче, уйрăммăн илсен, Шупашкар тата Çĕрпỹ районĕсенче ĕç хăрушсăрлăхне тĕрĕсленĕ хыççăнхи кăтартусене сỹтсе яврĕç. Министрсăр пуçне ĕçлĕ канашлăва ЧРн патшалăх ĕç инспекцийĕн пуçлăхĕ И.А.Баскаков, вăрман службин ертỹçи Г.Н.Урмаков. “Чувашсельлес” патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăваканĕ Л.А. Александров, ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.В.Григорьев, республикăри ĕç условийĕсен тĕп эксперчĕ Н.Р.Абрамов, ЧР соцстрах ертỹçи Г.Л.Рогачева Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.П. Князев тата Çĕрпỹ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Курчаткин хутшăнчĕç. Тĕплĕнрех çитес номерсенчен пĕринче каласа парăпăр.
* Сылтăмран сулахаялла: А.П.Князев, П.С.Краснов, Н.Р.Абрамов, Г.Л.Рогачева.