Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

А.Аксакова медальпе наград&#259лан&#259

Кремльте В.Путин Президент РФ Патшалăх Думин депутатне А.Аксакова “Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденăн II степень медалĕпе наградăланă. Ку наградăна парса çĕршыв ертỹçи Чăваш Республикин Раççей парламентĕнчи представителĕн - вăл пирĕн, Шупашкар 34-мĕш суйлав округĕн депутачĕ - саккунсем кăларас ĕçне тивĕçлипе хакланă. А.Аксаков депутат ĕçĕ-хĕлĕ, тĕпрен илсен, экономика ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Вăл - Патшалăх Думин экономика тата предпринимательлĕх комитечĕн ертỹçи. Унăн пуçарăвĕпе, вăл хăй хутшăннипе экономика хăрушсăрлăхĕн, экономика ỹсĕмĕн, корпоративлă управлени пахалăхĕн, Раççей ВТОна кĕрессин, тулашри экономика ĕçĕ-хĕлĕн тата тулашри суту-илĕвĕн административлă чăрмавсене сирессин ыйтăвĕсемпе парламентра 7 итлев ирттернĕ. Думăн инвесторсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн çумĕ пулнă май А.Аксаков Раççейри инвестици климатне лайăхлатас тĕллевлĕ темиçе саккун проектне хатĕрлеме пуçару тунă. Парламентра ĕçленĕ хушăра пирĕн депутат хăй тĕллĕн тата ыттисемпе пĕрле федерацин 27 саккунне улшăнусемпе хушăмсем кĕртнĕ.


15 октября 2003
00:00
Поделиться
;