Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

&#259ш&#259 к&#259м&#259лл&#259 та &#276&Ccedilл&#276 т&#276л пулусем

Виçĕм кун республикăра халăха медицина пулăшăвĕ парассине, унăн социаллă тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессине лайăхлатас ыйтусемпе пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн районта ирттерекен ушкăн шутĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Администраци ертỹçин çумĕ, патшалăхпа право управленийĕн начальникĕ Виталий Александров, Раççей Федерацийĕн патшалăх фельдьегер службин Шупашкар хулинчи пай пуçлăхĕ Владимир Портнов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн саккунсем хатĕрлес енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ Генрих Васильев тата Чăваш Республикинчи Арбитраж сучĕн председателĕ Вячеслав Александров пулчĕç. Тĕл пулусем районти тĕп больница, Ишлейри участок больници коллективĕсенче, Сарапакасси ял администрацине кĕрекен Çатракасси ялĕнче, Ишлей ял администрацине кĕрекен Етĕрнекасси ялĕнче пурăнакансемпе иртрĕç. Вĕсенче районта пурăнакансем республикăра сывлăха сыхласси, халăха социаллă тата йăла пулăшăвĕ парассине лайăхлатасси енĕпе тума палăртакан тĕллевсемпе паллашрĕç. Район аталанăвĕн çул-йĕрĕсем тата районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕн кăçалхи 9 уйăхри итогĕсем çинчен пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннисене район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксен ĕçĕсен управлени пуçлăхĕ Маргарита Павлова, архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Ираида Корнилова, “Шупашкар районĕнчи экологи хăрушсăрлăхĕ” муниципаллă управлени пуçлăхĕ Ростислав Данилов каласа пачĕç. Районта сывлăха сыхлас ĕç аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Вячеслав Рафинов паллаштарчĕ. Ишлей тата Сарапакасси ял администрацийĕсен паянхи çивĕч ыйтăвĕсене вĕсен пуçлăхĕсем Зинаида Константиновапа Юрий Ильин çутатрĕç. Тĕл пулусем ăшă кăмăллă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕç. Ял çыннисемпе калаçнă чухне чылай ыйтусене - медицина сферинче ĕçлекенсене çĕр пайĕсем уйăрса парасси, медицина пулăшăвĕ парасси тата ватă, сусăр çынсене, пĕччен пурăнакан пенсионерсене пăхса тăрассине лайăхлатасси тата ытти те - çĕкленĕ.


18 октября 2003
00:00
Поделиться