Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Ялта та паян пурăнма пулать

Ял çыннин пурнăçĕ. Пĕр шутлатăн та ăна ăмсанмалли нимĕнех те çук пек туйăнать. Хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕç укçине те вăхăтра тỹлеймеççĕ. Ку çеç-и? Пĕчĕк вăл. Анчах тепĕр майлă та çаврăнса пăхма пулать. ỹркенмен чăваш. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать. Пусать, сутать. Хаклăпах ярăнтараймасть пулин те мĕн чул ĕçлесе илнине пухса пырса хуралтине çавăрать, малалла аталанать. Енчен ялтан тухса кĕме çул пулсан, килте газ çунсан... Начар та мар пек пурнăç. Ку енĕпе мĕн шутлать-ха район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика пайĕпе пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ А.Е.Егорова? Пурăнма пулать-и ялта? - Паллах, - пĕр иккĕленмесĕр татса хуравларĕ вăл ыйтăвăма. - Эпĕ хам та хуларан яла куçрăм. Мана унта хура çĕр вăй парса пырать. Çавăнпах эпĕ çуркунне пуласса чунтан кĕтетĕп. Вăй пулсан пурăнма пулать. Кунсăр пуçне ялта халĕ пĕтĕм услови пур. Çут çанталăк газĕ пулсан, çĕр кăмрăкĕ йăтмастăн, вутă татса çурмастăн, пỹрт-çурт та таса, хăрăм çук вĕт. ỹркенмесен шыв та кĕртме пулать. Вырăнти ял администрацийĕнчен ирĕк илмелле те. Яла асфальт çул пыни те меллĕ. Ахальтен-им пирĕн районтан 8 пине яхăн çын хулана ĕçлеме çỹрет. - Альбина Егоровна, ял, апла пулсан, аталанать. Анчах çакна ĕнентерсе пама темиçе цифра илсе парсамăр. - Юлашки çулсенче пирĕн республикăра Н.В.Федоров Президент çине тăнипе сахал мар программа йышăннă. Çаксем вĕсем йăлтах халăхăн социаллă пурнăçне аталантарассипе çыхăннă. Ялсене газ çитерме халĕ бюджетран ытларах та ытларах укçа уйăраççĕ. Вунă çул каялла 33 яла (ку вăл 19,3 процент шутланнă) газ пынă, паян ялсен 77 проценчĕ çут çанталăк ырлăхĕпе киленет. 1993-2003 çулсенче 7445 çуртпа хваттере газ илсе çитернĕ, газ валеçекен сетьсене 490,7 километр тăршшĕ хывнă. ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа тепĕр 39 яла газ илсе çитересси юлать. Хальхи вăхăтра 22 ялта газификаци ĕçĕсем пыраççĕ, ытти вун çиччĕшĕнче подрядчиксене палăртма газификаци проекчĕсене тăратнă. 2003 çулта ялсене газификацилеме 34371 пин тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутран 33471 пинĕ республика бюджечĕ шучĕпе, ытти 900 пинĕ - Раççей Ял хуçалăх министерстви урлă. Кунсăр пуçне 32665,5 пин тенкĕ - хушма калăпăш. Халăх газ кĕртме паракан çăмăллăхлă кредитпа та усă курма тăрăшать. Процент ставкине пĕчĕклетме республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Газ валеçекен сетьсене тума çулталăк пуçланнăранпа 20019,652 пин тенкĕ уйăрнă. Ку вăл йăлтах республика бюджетĕнчен. 1993-2003 çулсенче районта укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕпе усă курса 68,43 километр автоçул тунă тата юсанă. Районти мĕн пур ял администрацийĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен тĕп усадьбисене асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Юлашки çулсенче 9 автобус маршручĕ уçнă. Çыхăнăва илсен, Шăмăш тата Янту тăрăхĕнче пурăнакансене хула телефонĕ кĕртнĕ. Юлашки çулсенче сотовăй çыхăну вăй илсе пырать. Аталану-и ку? Паллах, аталану. - Çитменнине кун пек майпа усă курни кабель хурса илсе пынинчен йỹнĕрех те ларать... - Паллах. Тепĕр çĕнĕлĕх вăл - пирĕн районта обществăлла электронлă çыхăну центрĕ чи малтан ĕçлеме пуçларĕ. Ялсенчи шкулсенче хальхи вăхăтри компьютерсем. Республикăра кашни 70 ача пуçне пĕр компьютер тивет, пирĕн районта - 60 ача пуçне пĕрре. Вĕренỹ заведенийĕсенче ачасем хăй вăхăтĕнчи пек çиелти тумтирпе, алсишпе лармаççĕ: шкулсен 80 процентĕнче котельнăйсене газ çине куçарнă, садиксем пурте газпа ĕçлеççĕ. Ача-пăча учрежденйĕсен çивиттисене нумай юсанă, ытти ĕçсене те ирттерме май килет. - Çыншăн çурт-йĕр çавăрасси чăннипех те чун ыратăвĕ... - Ĕçлеме ỹркенмесен, патшалăх паракан майсемпе пĕлсе усă курсан, çулталăкра çурт çĕклеме пулать. Юлашки вăхăтра ипотека кредичĕпе усă курасси вăй илсе пырать. Ялсене 2010 çулсенчи тапхăрта социаллă аталантарасси çинчен калакан программăна тĕпе хурса 2003 çул валли ялта пурăнакан тата ĕçлекен çемьесене 4372200 тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку вăл тавăрмалла мар субсиди. Социаллă çурт-йĕр программăпа та укçа-тенкĕ нумай уйăраççĕ. - Альбина Егоровна, ялти пурнăç хуларинчен кая пулмĕ теме пулать-и? - Уйрăмлăх яланах пулнă вăл. Ял - ялах, хула - хулах. Анчах ялта та çынсене пурăнма, ĕçлеме, канма услови туса парасси патшалăх политики пулса тăни куçкĕрет. * А.Е.Егорова


18 октября 2003
00:00
Поделиться