ПирĔн пуянлăх -
тăван ялăмăр аталанăвĔ
Сентябрĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре “Ялăн социаллă аталанăвĕ” темăпа Пĕтĕм Раççей шайĕнчи канашлу иртрĕ. Унта хутшăнакансем виçĕ ушкăна пайланса вырăнсенче республикăри агропромышленность комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Етĕрне районĕнче - федерацин Атăлçи, Кăнтăр регионĕсен, Муркаш районĕнче - Çурçĕр-Хĕвел анăç, Тĕп, Урал регионĕсен, Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар районĕсенче - Çĕпĕр, Инçет Хĕвел тухăç регионĕсен представителĕсем пулчĕç. Пирĕн районта хăнасем Хыркасси ялĕнчи ветерансемпе инвалидсен çуртне, Тренккассинчи вăтам шкула тата “Чăваш бройлерĕ” акционерсен обществине çитрĕç. Канашлу ĕçне Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те активлă хутшăннă. Вĕсенчен пĕринпе, Ишлей тăрăхĕнчен суйланнă депутатпа, Чăваш Патшалăх Канашĕн Саккунлăх комитечĕн председателĕпе Г.Г.Васильевпа - пирĕн сăмах шăпах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Федерацин тĕллевлĕ программине тĕпе хурса хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ “Чăваш Республикинче яла 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă аталантарасси çинчен” программа тавра пычĕ.
- Генрих Геннадьевич, канашлу ятĕнченех пирĕн тăрăха ытахальтен суйласа илменни курăнать. Çапах та, калăр-ха, тархасшăн, федераллă министрсем Раççей регионĕсен агропромышленность комплексĕн ертỹçисен, социаллă политика министрĕсен çумĕсене шăпах Шупашкара чĕнсе илнин сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Канашлу ĕçне регионсенчи пуçлăхсен çумĕсем кăна мар, федераллă округсен ертỹçисем, Раççей Федерацийĕн чылай министерствипе ведомствин представителĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕсем - 300 çын ытла хутшăннă. Канашлăва йĕркелекенсем - РФ Правительствин Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев, РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Галина Карелова, РФ ĕç тата социаллă аталану министрĕ Александр Починок - ăнлантарнă тăрăх, Раççейри форума ирттерме вырăн суйласа илес тĕлĕшпе конкурс питĕ пысăк пулнă.
Чăваш Ене суйласа илме, паллах, кунта ял ĕç-хĕлне системăпа аталантарса пыни, ку тĕлĕшпе анлă опыт пулни пулăшнă. Тен, çавăнпа пулĕ патшалăх чиновникĕсенчен пĕри “Кунта Президентран пуçласа ял ĕçченĕ таранах мĕн тумаллине пĕлеççĕ, тăваççĕ” терĕ.
Галина Карелова Чăваш Республикинче яла аталантарасси питĕ активлă пулса пынине палăртрĕ.
Хальлĕхе Раççейĕн чылай регионĕнче Чăваш Енри пек ялти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен ятарлă автобусĕпе çỹремеççĕ-ха, Интернетпа çыхăнтарнă компьютерсемлĕ тĕслĕх библиотека пулăшăвĕпе усă курмаççĕ. Пĕтĕмĕшле практика врач офисĕсене уçассипе, ялсене газ кĕртессипе хальлĕхе эпир малта. Канашлăва хутшăннисем пирĕн патăмăрти ватă çынсен хăтлă çурт-интерначĕсемпе паллашрĕç. Ялти çамрăк специалистсем валли пурăнмалли çурт е хваттер туянма ипотека кредичĕ уйăрассипе те эпир пĕрремĕшсен йышĕнче.
Çав вăхăтрах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çĕнĕлĕхсене, лайăххине Чăваш Енĕн хăйĕн патĕнче пурнăçа кĕртмелле. Сăмахран, акă, хăш-пĕр облаçре ятарлă медицина страхованийĕн фончĕпе питĕ тухăçлă усă кураççĕ, унти ялти врачăн шалăвĕ - 7-8 пин тенкĕ. Пирĕн те çапла туса ĕç укçине ỹстермелле - ку паянхи тĕллев. Белгород облаçĕнче “Шыв пăрăхне - кашни киле” программа ĕçлет. Николай Федоров республика министрĕсене ку программăпа паллашма сĕнчĕ, республикăри ялсене газификацилесси вĕçленсессĕнех ку ыйтупа ĕçлеме тытăнас шанчăк пур.
- Енчен те эпир çакăн пек аван ĕçлесе пыратпăр пулсан, çĕр çинче ĕçлекен мĕншĕн çаплах нушалăхран тухаймасть?
- Кун пек чухне пурне те лайăх пĕлсе тăракан статистикăран ыйтма хушаççĕ. Чăваш Республикинче ялта пурăнакан çынсен йышĕ 40 процента яхăн. Çав вăхăтрах агропромышленность комплексĕ туса илекен пĕтĕмĕшле продукт шайĕ 20 процент кăна. Сакăр хресчен республика хыснине хулари виçĕ рабочи хывнă чухлĕ кăна хываççĕ. Апла пулсан, ĕç тухăçлăхĕ ял хуçалăхĕнче промышленноçринчен виçĕ хута яхăн пĕчĕкрех!
Вăтам ĕç укçин шайĕ те ялта, хуларипе танлаштарсан, 42 процент кăна. Ансат та ăнланмалла арифметика: шут мар, ĕç пахалăхĕ татса парать ял халăхĕн пурнăç шайне. Яла паянхи техникăпа, çĕнĕ технологисемпе тивĕçтерменни вăл - паян, ĕнер, вунă çул каялла мар килсе тухнă инкек.
РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Георгий Саженов канашлура чун ыратăвĕпе Раççей хресченĕ çаплипех нуша-тертрен тухаймасăр асапланнине тепĕр хут аса илчĕ: “Ялта пурнăç шайĕ пĕчĕкки, ĕçсĕрлĕх пысăк пулни çынсенче теприн шучĕпе пурăнас туйăм çуратать, ачасен пуласлăхĕ шиклентерет”. Çакăн пек “еткерлĕх” çĕнĕ Раççее социализм тапхăрĕнченех юлнă: ун чухне ялсене аталантаратпăр тесе питĕ нумай укçа-тенкĕ хывнă, анчах вăхăт ыйтнă пек ĕçлемесĕр, тĕнчери опыта тĕпе хумасăр ял хуçалăх производствине аталантарма май çуккине никам та ăнкарма тăрăшман. Пирĕн асаттесем çĕр улмине алăпа мĕнле лартса ỹстернĕ, паянхи кун та хресчен çаплипех çĕр çинче пилĕкне авать. Шупашкарти форум тинех ял çине çаврăнса пăхма пуçланине кăтартрĕ.
Аталану çинчен сăмах пуçарас пулсан, юлашки вăхăтра çĕнелсе улшăннă Шăмăршă районнех илер, акă. Аслă шкул пĕтернĕ çамрăка вăл тăрăха темĕнпе астарсассăн та ĕçлеме ăсатма май килмен вăхăтсем те пулнă, халĕ вĕсем хăйсем унта яма ыйтса черете тăраççĕ.
Чăваш халăхĕн пĕлтерĕшлĕ ваттисен сăмахĕ пур: “Салатма - çур талăк, пуçтарма - çулталăк”. Чи кирли паянхи кун - эпир тĕрĕс çул çинче. Паллах, результачĕ те пулĕ. Республикăри ытти районсем те Шăмăршă район шайне кĕçех çитĕç.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин министрсем Чăваш Республикинчи канашлăва тухса киличчен вĕсене пирĕн патра мĕн пурнăçланнине тата мĕн тумаллине пĕлме сĕннĕ. Алексей Гордеев канашлу пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Президент валли доклад хатĕрлесси, Чăваш Енре яла аталантарас федераци программи мĕнле пурнăçланнине килсе курма сĕнесси çинчен пĕлтерчĕ.
- Унăн пĕлтерĕшĕ мĕнре-ши?
- “Яла аталантарасси” программăна пурнăçлассине 2010 çулччен палăртнă. Яла хỹтĕлессине уйрăмшар акципе ирттермелле мар, вăл патшалăх политики пулса тăмалла. Çакăн пек шухăш патне “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин виççĕмĕш сьезчĕн делегачĕсем те килсе тухнă. Вĕсем те ял ыйтăвĕ хăйсен экономика политикинче малта тăнине çирĕплетеççĕ.
Халĕ шăпах республикăн çитес çулхи бюджетне йĕркелес тапхăр пырать, эпĕ Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май, “Яла аталантарасси” программăна пурнăçлассине ытларах тенкĕпе çирĕплетессишĕн хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăп. Ял хулана тĕрлĕ кадрпа тивĕçтернине, ял тĕрлĕ халăхăн культурине упраканĕ пулнине асра тытса, яла аталантарасси пирĕн пирвайхи тỹрĕ тивĕç пулмалла. Çакă та лайăх. Мускаври пуçлăхсем яла аталантарасси çине социаллă ыйтусене татса пани урлă та пăхма пуçларĕç. Чăваш Енре ку ыйтупа маларах ĕçлеме пуçлани тата пысăкрах хавхалану кỹрет.
- Каçарăр та, эпир хамăр пурнăçра тĕрлĕ программа курнă... Ас тăватăр-и, КПСС программи, “2000 çул тĕлне кашни Совет çемйине - уйрăм хваттер” программа. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче СССР ертỹçисем “Совет халăхĕн паянхи ăрăвĕ коммунизмра пурăнĕ!” тесе шантарни манăçман-ха. Пурнăçра мĕнле пулса тухрĕ-ха? Малашне ахаль çын кун пек юмахсене ĕненĕ-ши?
- Ĕненессипе ĕненес марри - кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ. Чăнах та, Раççей - СССР прависене йышăннă çĕршыв, çавăнпа та кашниех Раççейĕн паянхи ертỹçисенчен иртнĕ генсек шантарăвĕшĕн ыйтма ирĕк пур. Ĕç çынни паянхи программăсен тезисĕсемпе паллашнă чухне тỹрех çĕршывăн малтанхи ертỹçисем нимĕн чухлĕ вăтанмасăр шантарнине аса илет.
Марксизм-ленинизм философийĕ мĕн çинче тытăнса тăнине аса илер-ха. Парти ертсе пыракан кашни халăхăн пĕртанлăхĕпе тăванлăх идейисем çинче - çапла мар-и? Рабочи класпа хресченсен пĕрлĕхĕ халăхлăха çутă пуласлăха илсе çитермеллеччĕ, анчах çак çутăлăх парти ертỹçисемшĕн кăначчĕ. Ку ахаль коммунистсен айăпĕ мар. Вĕсем хушшинче коммунизм идеалне парăннă, парти уставĕпе килĕшỹллĕн пурăнакан таса чунлă, тỹрĕ кăмăллă парти членĕсем сахал мар пулнă. КПСС идеалĕсене шанчăклăн ĕненнĕшĕн эпĕ вĕсене хисеплетĕп. Анчах вĕсене парти босĕсем сутнă. Пурнăçа кĕме пултарайман шухăш-ĕмĕте нихăçан та чăн тăвайман, çавăнпах 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл пирĕн пурнăçран ĕмĕрлĕхех çухалчĕ.
“Яла аталантарасси” программа çỹлерех асăннă программăсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Вăл рынок законĕсем çинче никĕсленет, ял хуçалăх производствин тупăшлăхĕ ỹссе пынă май унта ĕçлекенĕн ĕç укçи ỹссе пымалла, ялти пурнăç шайĕ хулари пурнăç шайне çитмелле.
- Вăл темшĕн мана пурнăçланассăн туйăнмасть. Малашлăха курман çамрăксем ялта юласшăн мар. Ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ ватăлса пыраççĕ. Яла кам аталантарма пултарĕ?
- Ялта пурăнакансен йышĕ чакса тата ватăлса пырассине Чăваш енре кăна мар, Раççейĕн 70 регионĕнче асăрхатăн. Ку, паллах, хăраса ỹкмелли сăлтав мар, анчах унран тĕрĕс те кирлĕ пĕтĕмлетỹ тума пĕлмелле. Ял халăхĕн йышĕ пĕтĕм тĕнчипе чакса, апла пулин те аталаннă çĕршывсен аграри секторĕнче ĕç тухăçлăхĕ ỹссе пырать.
Пирĕн ялсенче паянхи çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме тăрăшмалла, шутпа мар, ăсталăхпа çитĕнỹ тума вĕренмелле. Ялсенче те хулара усă куракан ырлăхпа усă курма тахçанах вăхăт çитнĕ. Енчен те пысăк квалификациллĕ те тухăçлă ĕçшĕн тивĕçлĕ шалу илме пуçласассăн. Енчен те кашни район центрĕнчех е Мускаври, е Шупашкарти аслă шкулсен филиалĕсене уçсан нимĕнле çамрăк та вĕренме е ĕçлеме тăван кĕтесе пăрахса тухса каймĕ. Пулă тарăн, çын лайăх вырăн шырать вĕт.
Çакна пĕтĕмпех программăра палăртса хăварнă, анчах ăна пулăшма Патшалăх Думи çирĕплетнĕ уйрăм федераллă закон кирлĕ. Манăн шухăшпа, ку законра ялти социаллă сферăна аталантарма çак йĕркене çирĕплетсе хăварни кирлĕ: хуçалăх хăй, муниципалитет, республикăри тата федераллă бюджетсенчен 25-шер процент хывмалла. Пĕрремĕш сăмаха çапах та хуçалăхăн хăйĕн каламалла. Чăннипех тивĕçлĕ пурăнма тăрăшакан ялсен çыннисене республика та, патшалăх та палăрăмлă пулăшу кỹме тăрăшĕ.
калаçнă.