Программа пурнăÇланать
Район депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ сессийĕ иртни çинчен пĕлтернĕччĕ. Кун йĕркинче 9 ыйту пулчĕ. Чи пĕлтерĕшлисенчен унта Шупашкар районĕн 2003 çулхи пĕрремĕш çур çуллăх бюджет отчетне çирĕплетесси, район муниципалитет харпăрлăхне арендăна парас йĕрке çинчен Положени тата районти 2002-2003 тата 2005 çулчченхи вĕрентỹ ĕçĕ-хĕлне аталантарас Программăна епле пурнăçа кĕртнине тишкерни пулчĕ.
Пысăках мар докладпа лару умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев тухса каларĕ, икĕ сесси хушшинчи ĕçĕ-хĕле тишкерчĕ. Промышленноçри, строительствăри уйрăммăн, газификаци, ял хуçалăхĕнчи улшăнусем, хĕле мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ. Çанталăкне кура районта ăшă октябрĕн 16-мĕшĕнче панă. Оперативлă кăтартусем тăрăх, тĕш-тырă туса илессипе те япăх мар, пирĕн район хальлĕхе пĕрремĕш: гектартан тухăç 24,2 центнер, палăртрĕ Анатолий Пантелеймонович.
Финанс отчечĕпе ЧР Финанс министерствин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.И.Никифорова тухса каларĕ. Çур çуллăх бюджетăн тупăш пайĕ 131683,9 пин тенкĕлĕх е малтан палăртнинчен 98,7%, тăкаклăх пайĕ 116232,7 пин тенкĕ е планăн 86,6% пурнăçланă. Тупăш пайĕ 7 енĕпе ытларах, налук енĕпе вара - ку тĕп çăл куçсенчен пĕри - чакарса тултарнă. Недоимка 907 пин тенкĕ пĕчĕкленнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан хамăрăн тупăшсем ỹснĕ. Бюджет организацийĕсем умĕнче муниципалитетăн парăм çук. Район бюджечĕ тăкак пайĕнчен ытларах социаллă культура сферине, коммуналлă тата ял хуçалăхне тивĕçтернĕ.
Аренда çинчен Положение çирĕплетнĕ хыççăн депутатсем районти вĕрентỹ управленийĕн пуçлăхне Г.В.Николаева итлерĕç. Шупашкар районĕнче вĕрентỹ çинчен йышăннă Программа ăнăçлă пурнăçа кĕрет. ăна йышăнни 1 çулталăк, ку тапхăрта 10 база шкулĕ йĕркеленĕ. Ирĕклĕ лаптăкпа тухăçлă усă курас тĕлĕшпе шкулсемпе садиксене çĕнетсе улăштарас ĕç малалла пырать, компьютерпа тивĕçтересси те çỹллĕ шайра.