Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Палăртнисем пурнăÇланаÇÇĔ

“Чебоксарскагропромхимия” муниципаллă производство предприятийĕ - районта пĕр тикĕс ĕçлекеннисенчен пĕри. Ахальтен мар ăна районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Çак кунсенче кунта вăй хуракансем уйрăмах савăнăçлă кăмăл-туйăмлă: ара коллектившăн чи сумлă датăсенчен пĕри - автомобиль транспортĕнче ĕçлекенсен кунĕ çывхарать-çке. - Пирĕн патра паян 98 çын вăй хурать,- каласа парать предприяти тилхепине 2001 çултанпа туртакан А.А.Меметов. - Хамăр умра тăракан задачăсене пурнăçа кĕртме тĕрлĕ йышши 43 машина, 26 трактор пур. Коллективăн тĕп тĕллевĕ - районти ял хуçалăх предприятийĕсене çĕр пулăхне ỹстерме пулăшасси. Çакна пурнăçа кĕртсе водительсемпе механизаторсем уй-хире калий, извеç, фосфор хываççĕ, органика кăлараççĕ. Палăртнисем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Извеçе кăçал 2776 гектар çĕр çине илсе тухмалла. Акшар чулне предприяти ĕçченĕсем Çĕнĕ Шупашкарти селикат заводĕнчен турттараççĕ, дробилкăпа вĕтетсе ăна çăнăх тăваççĕ. Хальлĕхе çак паха удобрение уй-хире 14 пин тонна кăларнă. Извеç çăнăхне авăртнă çĕрте рабочисен икĕ бригади тимлет. Н.Пулеевпа Г.Емелькин операторсем дробилкăпа ĕçлеççĕ. А.Васильев бульдозерист, вăл, сăмах май, ЧР Президенчĕ паракан стипендине илекен çамрăк, тĕксе панă чула В.Семенов, М.Игнатьев, А.Федоров экскаваторщиксем тиеççĕ. Тĕрлĕ тырăран (тулă, урпа тата ытти те) çăнăх тăвакан участок пур. ăна хăйсен рабочийĕсене те, аякка та сутаççĕ. Тырăпа вара предприятие хире-хирĕçле майпа хуçалăхсем тивĕçтереççĕ. Икĕ еншĕн те усăллă çакă: “чĕрĕ” укçа çитмерĕ е çук чухне пĕр-пĕринпе кунашкал майпа татăлни кашнинех ура çине çирĕпрех тăма пулăшать. Предприятин хăйĕн çĕвĕ участокĕ. Л.Бычкова унта ĕçре тăхăнмалли çи-пуç, алсасем хатĕрлет. Вăрттăнлăх мар: хăш-пĕр хуçалăхсем акса ỹстернĕ тыр-пула хăйсен вăйĕпе пухса кĕртме мехел çитереймеççĕ, çанталăкăн япăх условийĕсенче - уйрăмах. Шăпах вĕсене ял хуçалăхĕн “химикĕсем” пулăшу аллине тăсаççĕ. Предприятин “Дон-1500” маркăллă 5 комбайн пур. Кăçал вĕсемпе Кадыков ячĕллĕ, Свердлов ячĕллĕ, “1-ое Мая”, “Прогресс”, “Слава” “Атăл” хуçалăхсене тырă вырса панă. 12 пин центнер ытла çапса тĕшĕленĕ. Вырмара П.Егоровпа В.Пушков уйрăмах хастар пулнине палăртрĕç кунта. Хальхи вăхăтра предприяти членĕсен пĕр пайĕ Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхра уя тислĕк кăларнă çĕрте. Черетре - Ленин ячĕллĕ тата “Слава” ЯХПКсем.


25 октября 2003
00:00
Поделиться