ТĔслĔх библиотека халь пирĔн те пур
Ĕнер Шупашкар районĕнче те тĕслĕх е модельлĕ библиотека уçăлчĕ. Модельлĕ библиотека тесе тĕнче стандартне тивĕçтерекен библиотекăна калаççĕ. Ку стандарта Юнеско комиссийĕ çирĕплетнĕ. Унта кĕнекесем вулакана шучĕпе çеç мар, ассортименчĕпе, пахалăхĕпе тивĕçтермелле, кун пек библиотекăра телевизор, аудио аппаратура, интернетпа çыхăннă компьютер тата ытти пулмалла.
Пархикассинче шăпах çавнашкал библиотека хута кайрĕ те. Тивĕçлĕ библиотека тивĕçлĕ çуртра пултăр тесе çурта тул енчен те ăш-чиккинчен те юсаса çĕнетнĕ. Тăкакĕсем, 300 пин тенкĕ майлă, район бюджетĕнчен пулнă. Кĕнекесем, тĕрлĕ аппаратура, çав шутра тĕслĕ кăтартакан телевизор, музыка центрĕ, компьютер республикăран килнĕ.
Савăнăçлă саманта ирттерме культура министрĕн çумĕ Р.М.Лизакова, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, республика библиотекин ертỹçин çумĕ Г.А.Тимофеева, ыттисем килнĕ.
- Пархикассинчи библиотекăна республикăри модельлĕ библиотекăсенчен пĕрремĕш уçма хатĕрччĕ. Мĕншĕн тесен районти лару-тăру ку енĕпе питĕ ăнăçлă, анчах паян уçма та питĕ кăмăллă,- каларĕ Р.М.Лизакова савăнăçлă пухура.
- Тĕслĕх библиотекăсем хута ярас тĕлĕшпе эпир те старт илтĕмĕр. Кăçал тата тĕп библиотекăна чи лайăххисен шутне кĕртесшĕн. Çитес çул 4 çавнашкал библиотека уçăпăр. Тăкаксем, паллах, нумай. Анчах культурăшăн хĕрхенсе тăни вырăнлă мар,- палăртрĕ А.П.Князев вулакансемпе культура ĕçченĕсене саламласа.
Библиотека заведующийĕ Г.П.Мочалова та хăйĕн савăнăçне туллин пĕлтерчĕ: кунашкаллине уçассине шутламан та мĕн.
Пултаруллă ертỹçе районăн Хисеп грамотипе наградăланă. Анатолий Пантелеймонович ăна çакăнпа саламларĕ, хаклă парне пачĕ.
Пухура ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ф.И.Данилов, “Пучах” хуçалăх председателĕ В.Т.Яруткин сăмахсем каларĕç. Çĕнĕ те паха библиотекăпа пуянланнă ял халăхне курса тăма кăмăллă пулчĕ.